Раççейри Общество палатин тытăмне тепĕр хут Альбир-хазрат Крганов кĕнĕ

Нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин «Раççей Федерацийĕн Общесво палатин членĕсене çирĕплетни» Указа алă пуснă. Çĕр-шыври Общество палатин тытăмне  тĕрлĕ религи организацийĕсенчен, гражданла обществăн представителĕсем, вăл шутрах Патăрьел районĕнче Шăнкăртан ялĕнче çуралса ӳснĕ,  муфтий пулса вăй хуракан   Альбир-хазрат Крганов кĕнĕ.  Муфтий иккĕмеш хут асăннă ĕçе йĕркелесе пырать, хăйне шанса панă ĕçе тӳрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикинче Раççейри Общество палатине Чăваш Енрен представителе тăратма, суйлав 15:00 сехетре пуласси пирки палăртса хунă.



19 февраля 2014
14:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter