Патăрьел районĕ: "Çыру çырсамăр салтаксем патне…"

Часах çĕршыв хÿтĕлевçисен пысăк та сумлă уявĕ çитет — нарăс уйăхĕн 23-мĕшĕ. Çак уява Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче вĕренекенсем те пысăк савăнăçпа кĕтеççĕ. Уйрăмах çиччĕмĕш класра вĕренекенсемшĕн ку уяв кăçал питĕ интереслĕ . Мĕншĕн теесшĕн-и? Акă мĕншĕн: "Салтаксене саламлар!" операци ирттерме палăртнă шкулта. Çак чыслă та сумлă ĕçе пурнăçлама вара 7 класс ачисене шаннă.

Халĕ хĕр ачасемпе арçын ачасем иртнĕ çулсенче Сăкăт шкулĕнчен вĕренсе тухса çара кайнă каччăсен адресĕсене шыраççĕ. Паллă уяв ячĕпе саламласа салтаксен пурнăçне кăштах та пулин хавхалану вĕрсе кĕртесшĕн.

 



20 февраля 2014
09:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter