«Динамо» ЧРОГО волейбол выляссипе уçă турнирĕ вĕçленнĕ

Нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа нарăс уйăхĕн19-мĕшĕччен Шупашкарта «Динамо» Чăваш Енри обществăлла патшалăх организацийĕн   волейбол выляссипе уçă турнирне йĕркелесе ирттернĕ. Асăннă ăмăртусене Тăван çĕр-шывăн хӳтĕлевçин кунне халалланă.  Ку хутĕнче спорт ăмăртăвне пурĕ 12 команда хутшăнма кăмăл тунă. Вĕсен шутĕнче ăмăртусенче право сыхлавĕн органĕсем тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн команди кĕнĕ. Çивĕч тупăшура Чăваш Енри ШĔМ пурне те çĕнтерсе пĕрремĕш вырăна тухнă, хисеплĕ иккĕмĕш вырăна – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци ушкăнĕ «кĕмĕле» тивĕçнĕ, виççĕмĕшне – Чăваш Енри таможня илме тивĕçнĕ.



20 февраля 2014
11:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter