Патăрьел районĕ: теннисла вылятпăр, ăмăртатпăр

Теннис вăййи те самай илĕртÿллĕ вăйăсенчен пĕри пулнине коридорта сĕтел тавра купаланса тăракан ачасене курсанах кирек кам та тÿрех тавçăрса илет. Теннис сĕтелĕ Сăкăт шкулĕнче иккĕ пулсан та, çак вăйăпа "чирлесех" кайнă ачасем хăйсен черечĕ çитессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Черечĕ вара кĕтнĕ чухне юриех хуллен шунăн туйăнать. 

Чăннипех те питĕ интереслĕ иртрĕ теннис турнирĕ Сăкăт шкулĕнче. Спортсменсем сĕтел тавра икĕ кун "ташларĕç" темелле. Вĕсем хушшинче вăйлисем те часах палăрчĕç. 5-8 классем хушшинче 6б классем, 9-11 классем хушшинче вара 9 классем çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç.

"Чăн-чăн теннисист ятне вара Волков Н.(6б класс), Евграфова Оксана ((9 класс), Юсупов Булатпа Юсупова Ленара (9класс) йышăнчĕс.

Сурков Данилпа (6 класс) Егорова Ксения тата Задоров Андрейпа Глухова Таисия (10 класра вĕренекенсем) II вырăнсене йышăнчĕс,  Шапкин Максимпа (7 класс) Тимкина Татьяна( 6а класс) тата Мухаметнуров Тимур (9 класс) — III вырăнта. 



20 февраля 2014
09:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter