Елчĕк районĕ: «Уçă урок» иккĕмĕш фестивалĕ уçăлчĕ

Нарăсăн 18-мĕшĕнче тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекенсен республика шайĕнчи Чăваш республикин вĕренÿ институчĕн 80 çулне халалланă  «Уçă урок» иккĕмĕш фестивалĕ уçăлчĕ. Мероприятие пĕтĕмĕшле тĕп, вăтам тата професси паракан вăтам вĕренÿ организацийĕсен чăваш чĕлхипе литератури учителĕсем 22-ĕн хутшăнчĕç. Тухса калаçакансем -  чăваш шкулĕсенчи учительсем - педагогикăри тата методикăри тухăçлă мелсемпе тата меслетсемпе урокра мĕнле усă курни çинчен каласа панă. Урока ик чĕлхелĕхе тата тĕрлĕ халăх культури çыхăнăвĕсене тĕпе хурса йĕркелемелле пулнă. Кĕрет мар тапхăрта ялти шкулсен 61 вĕрентекенĕ  урок конспекчĕ ярса панă. Кĕрет тапхăрта урок тĕп тапхăрĕн методика комментарине творчествăллă презентацилерĕç. Ҫак конкурса Кӗҫӗн Таяпари пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен  Иванова А.А. «Евӗрлев сӑмахӗсем»  урока хӳтӗлерӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсен йышне лекеймен пулсан та вӑл ытти вӗрентекенсен опычӗпе паллашма май пулнипе питӗ кӑмӑллӑ.



20 февраля 2014
09:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter