Шупашкарта регионсем хушшинче иртекен «Çĕр улми - 2014» VI-мĕш курав уçăлнă

Нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта регионсем хушшинче иртекен «Çĕр улми - 2014» VI-мĕш курава хутшăннă. Асăннă курава йăлана кĕнĕ тăрăх, Шупашкарти Николаев урамĕнчи суту-илӳ комплексĕ çитĕнӳсене кăтартмалли лайăх вырăнта йĕркеленĕ. Курава пухăннисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă. Кунта хамăр çĕр-шыври тата чикĕ леш енчи пахча çимĕç ăстисем, селекцире пуян опыт пухнă наука-тĕпчев институчĕсем пухăннă. Раççейри 17 регионтан, Германирен, Голландирен, Беларуç Республикинчен, юлашки çулсенче вăй илнĕ фермер хуçалăхĕсем те пуçтарăннă. «Асăннă культурăн пирĕн пурнăçри вырăнĕпе пĕлтерĕшĕ пирки калама та кирлĕ мар пулĕ. Халăх ăна сĕм авалтанпах лартса тăвать, уйра, килти пахчара çитĕнтерет. Экологи тĕлĕшĕнчен паха та таса çимĕçрен халăхра тĕрлĕ апатланмалли хатĕрсем пĕçерме пулать, суту-илӳ пасарĕнче те аванах ыйтаççĕ, апат-çимĕç промышленноçĕнче çав тери кирлĕ продукт», - тесе каланă Пуçлăхĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче ял хуçалăхĕн тытăмĕнче çĕр улмипе ĕçлени тупăшлă пулнине асăннă, уйрăмах пирĕн Чăваш Енре. Пахча-çимĕçе лартса çитĕнтерме пирĕн тăрăхра питĕ меллĕ. Хăш хуçалăхсем пысăк эффективлăхпа технологисене пăхăнса ĕçлесе пыраççĕ, вĕсем çулсеренех çĕр улмин лаптăкĕсене ӳстерсе, ӳстерсех пыраççĕ. Çак культурăн тухăçĕ те пысăк пулни пире пурсăмăра та савăнтарать. Республика Пуçлăхĕ Лорх  Раççей ял хуçалăх академийĕ ячĕллĕ пĕтĕм Раççейри наукăпа тĕпчев  институчĕн директорне Евгений Симакова çĕр улмине хатĕрлессипе витĕмлĕ ĕçсем пурнăçласа пынишĕн, çĕнĕ йышши технологисемпе çĕр улмине лартса çитĕнтерес тата  ăсталас ĕçре пысăк вăй хунăшăн тав сăмахĕ каланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çĕр улмине çĕнĕ технологисемпе лартса çитĕнтерес ĕçре чи малтисен ретĕнче пыракан предприятийĕн куравĕсене, вăрлăх хатăрĕсене пăхса çаврăннă. Лартмалли вăрлăха еплерех вырнаçтарнипе кăсăкланнă. Палăртнă курав Шупашкарта икĕ кун хушши пырать. Çак кунсенче наукăпа тĕпчев практика конференцийĕсене йĕркелĕç. Ĕç программипе килĕшӳллĕн, «çавра сĕтел» мелĕпе пилĕк канашлу палăртнă. Кунта хамăр çĕр-шыври тата чикĕ леш енчи пахча çимĕç ăстисем, селекцире пуян опыт пухнă наука-тĕпчев институчĕсем пухăнса канашлĕç. Тĕплĕнрех



20 февраля 2014
15:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter