Чăваш Енĕн Вĕренӳ министерствин ĕçчешĕсен анлă ларăвĕнче шкул çулне çитмен ачасен тата професси вĕренĕвĕ илес ыйтусем çинчен сӳтсе явнă

Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Вĕренӳ министерствин ĕçчешĕсен анлă ларăвне хутшăннă. Палăртнă канашлу Шупашкарти электроаппарат завочĕ валли  кадрсем хатĕрлекен ресурс центр базинче иртнĕ. Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕ Владимир Иванов Чăваш Республикинче 2013 çулта шкул çулне çитмен ачасен вĕренĕвне модернизацилес енĕпе комплекслă ĕçсем йĕркелесе ирттерни çинчен тĕплĕн паллаштарнă, 2014 çул валли лартнă тĕллевсем çинчен чарăнса тăнă. Министр пĕлтернĕ тăрăх, юлашки виçĕ çул хушшинче республикăра шкул çулне çитмен ачасене вĕрентме 23 учреждени хута янине асăннă, вĕсенче 3870 ачана вырнаçтарма май килнĕ. Вăл шутран, 2013 çулта 13 ача сачĕ çĕклесе лартнă, вĕсенче 2020 ачана вырнаçтарма ирĕк пулнă. Унсăр пуçне пĕлтĕрхи çул ĕçлекен садиксем тата шкулсем çумĕнче ачасене çӳретме хушма 4557 вырăн хатĕрленĕ. Кăçалхи çул тата шкул çулне çитмен ачасене валли 14 учреждени çĕклесе лартма, вĕсенче 2521 ачана вырнаçтарма палăртса хунă. Çĕнĕ Шупашкар администрацийĕн Пуçлăхĕ Александр Сироткин тата Улатăр района администрацийĕн вĕрентӳ управленийĕн пуçлăхĕ Михаил Митюнин хăйсен  муниципалитетсен шайĕнче шкул çулне çитмен ачасене ача сачĕсемпе тивĕçтерес ĕç еплерех пурнăçланса пыни çинчен каласа кăтартнă. Хула тата район администрацийĕсен ытларах ашшĕ-амăшĕсене хăйсен пепкисене ача сачĕсене çӳретнĕшĕн хаксем еплерех йĕркеленсе пынине вăхăтра кирлĕ пек пĕлтерсе тăма сĕнсе хăварнă. Пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан учрежденийĕсемпе професси илме вĕрентекен вĕрентӳ учрежденийĕсем хушшинчи тачă çыхăну тытса ĕçлени пирки Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕн çумĕ Сергей Кудряшов каласа кăтартнă. Шупашкарти электромеханика колледж директорĕ Алексей Судленков тата  электроаппарат завочĕн директорĕ Александр Федотов, Г.А. Ильенко ячĕллĕ  «Элара» наукăпа производство комплексĕн генеральнăй директорĕ Андрей Углов практикăра пĕр чарăнмасăр вĕренни тата профориентацирен   тĕллевлĕн ĕçе вырнаçас ĕç аван пурнăçланнине асăннă. Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика Правительстви электротехника, автоматика тытăмне аталантарас енĕпе мĕн-пур условисене çителĕклĕ таран туса панине каланă.  Предприятисене модернизацилеме тата паха таварсене калăплама пысăк ăмăрту пулни хавхалантарса тăрать. Паянхи кун тĕлне ĕç рынокĕнче технический специалистсем çитменнине, ытларах вĕсем кирлине палăртнă пухăннисем. Çамрăксен инженер професси патне ытларах кăмăл туртăнтăр тесе, патшалăх пĕрлĕхлĕ экзамене енчен те физика тата математика предмечĕсене лайăх кăтартусем пулсан, вĕренӳ учреженине вĕренме кĕрсен, пĕрремĕш курс студенчĕсене  хушма ятарлă стипенди 2 пин тенкĕ парса пулăшма йышăннă.   «Енчен те производствăра кам та кам ĕçлес тет, вĕсене валли пĕтĕмпех пур услови те çителĕклĕ таранах», - тесе пĕтĕмлетнĕ хăйĕн калаçăвне республика Пуçлăхĕ.   Тĕплĕнрех



21 февраля 2014
16:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter