Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Тӑван ҫӗр-шыв хӳтӗлевҫин кунӗ ячӗпе саламлани

Хаклă ентешĕмĕрсем!

 Сире Тӑван ҫӗр-шыв хӳтӗлевҫин кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Ҫак паллӑ уяв кунӗнче эпир хамӑрӑн аслӑ патшалӑхӑмӑрӑн тӑнӑҫлӑхне сыхлакан, унӑн чиккисене хапсӑнуҫӑсенчен шанчӑклӑн хураллакан хӳтӗлевҫӗ­сене чыслатпӑр.

Тӑван ҫӗр ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхне сыхласа хӑварассишӗн тӑшманпа калама ҫук паттӑррӑн тата хӑюллӑн ҫапӑҫса пуҫӗсене хунисене пурне те чун ыратӑвӗпе аса илетпӗр. Вӗсем ӗмӗр-ӗмӗрех асра упранӗҫ!

Паян Хӗҫ-пӑшаллӑ ҫарсенче хӗсметре тӑракан Раҫҫей ҫыннисен ҫӗнӗ ӑрӑвӗ мӑн аслашшӗсен мухтавлӑ йӑлисене чыслӑн малалла тытса пырать.

Ҫӗр-шывӑн оборона пултарулӑхне ҫирӗплетес ӗҫре ҫамрӑксене патри­отла туйӑмсене ӑша хывма, Тӑван ҫӗр-шывӑмӑрӑн историлле аваллӑхне хисеплеме, йывӑр вӑхӑтра ӑна хӳтӗлеме хатӗр пулма вӗрентсе ӳстерни пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Чӑваш Республикинче ҫак ӗҫ ҫине уйрӑмах тимлӗ пӑхаҫҫӗ: Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем тата Афганистан Республикинчи ҫапӑ­ҫусен участни­кӗсем ҫамрӑксемпе тӗл пулсах тӑраҫҫӗ, шкул ачисем валли «Зар­ница» тата «Ор­ленок» ҫарпа спорт вӑййисем тӑтӑшах иртеҫҫӗ, пирӗн яшсемпе хӗрсем Атӑлҫи федераци округӗн территорийӗнче пурнӑҫланакан патриотла тӗллевлӗ проектсене яланах хастаррӑн хутшӑнаҫҫӗ.

Чӑваш Ен ҫамрӑксене ҫарпа патриот воспитанийӗ парас енӗпе тунӑ ҫи­тӗнӳсене федераци наградипе – РФ оборона министрӗнҫар учетне чи лайӑх йӗркеленине тупса палӑртма ирттерекен смотр-конкурсра мала тухнӑшӑн паракан вымпелӗпе чысланӑ.

Ан тив, ҫирӗп чунлӑх тата аслӑ Раҫҫее пӗтӗм кӑмӑлтан юратни унӑн хӑ­ватлӑхне тата хӑрушсӑрлӑхне ӳстерес енӗпе тӑвакан ӗҫре ҫӗнӗ ӑнӑҫусемпе ҫитӗнӳсен никӗсӗ пулса тӑччӑр!

Сире улӑпла сывлӑх, чун ҫирӗплӗхӗ, телей тата ырлӑх сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                           М.В.  Игнатьев



21 февраля 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter