Чăваш Енре çуралса ӳснĕ, аслă офицерсемпе республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕл пулнă

Тăван çĕр-шыв хӳтĕлевçисен кунне халалласа, ирттерекен мероприятисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев йыхравланипе, Чăваш Ен тăрăхĕнче çуралса ӳснĕ, халĕ пысăк офицер тивĕçне пурнăçлакансем: Раççей Геройĕ, генерал-лейтенант  Николай Гаврилов, вице-адмирал Владислав Ильин, генерал-лейтенант Станислав Воронов, генерал-майор Александр Зиновьев, генерал-майор Николай Сидоров, генерал-майор Анатолий Молоствов, генерал-майор Михаил Григорьев, генерал-майор Виталий Сидоров тата  полковник Иван Николаев килсе çитнĕ. Паян сумлă делегаци Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевпа тĕл пулнă. Калаçу вăхăтĕнче республика Пуçлăхĕ паянхи çитĕнекен ăрушăн, çакăн пек паттăрсемпе тĕл пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă.  Çакăн йышши тĕл пулусенче çамрăксем чăннипех те хăйсен ентешĕсемпе мăнаçланма пултарнине, Тăван çĕр-шыва ытларах хисеплеме вĕрентнине асăннă. «Ҫӗр-шывӑн оборона пултарулӑхне ҫирӗплетес ӗҫре ҫамрӑксене патри­отла туйӑмсене ӑша хывма, Тӑван ҫӗр-шывӑмӑрӑн историлле аваллӑхне хисеплеме, йывӑр вӑхӑтра ӑна хӳтӗлеме хатӗр пулма эсир вӗрентсе пыратăр. Килĕшӳпе тăнăçлăх, общесвăлла политика лару-тăрăвĕ лайăх пулни республикăн экономика аталанăвĕшĕн пысăк кăтартуллă», - тесе палăртнă Михаил Игнатьев. Вице-адмирал Владислав Ильин юлашки çулсенче Чăваш Енре ырă улшăнусем пулса иртни çинчен чарăнса тăнă. Генералсем Шупашкарти 14№-лĕ Кадет шкулĕнче пулнă, унăн ĕçне пысăк хак панă. Чăваш Енрен вĕренсе тухакансен шучĕ çар командисен аслă  училищинче самай пулнине палăртнă. Генерал-майор Виталий Сидоров Чăваш Ен тулашĕнче пурăнакан чăваш ялĕсенче чăваш чĕлхине упраса хăварма тата унăн йăли-йĕркине тытса пыма витĕм кӳме пулăшу ыйтнă. Пухăннисем юлашки çулсенче республика Правительстви  Атăл тăрăхĕнчи регионсенчи чăваш диаспорисемпе тачă çыхăну тытса ĕçленине палăртса хăварнă. Генерал-лейтенант Николай Гаврилов Чăваш Ен Пуçлăхне  Михаил Игнатьева республикăна ăнăçлă ертсе пырса пархатарлă ĕçленишĕн, çамрăксене патриотизмла воспитани парас ĕçре пысăк пулăшу кӳнишĕн чĕререн тав сăмахĕ каланă. «Нарăс уйăхĕн 23-мĕшĕнче, тĕнчипех пур те  Тăван çĕр-шыв хӳтĕлевçисен кунне паллă тăваççĕ.  Регион Пуçлăхĕ хăйĕн ентешĕсене ятарласа çак уяв мероприятийĕсене уявлама тăван тăрăхне хăйсен ентешĕсене чĕннине, эпир Раççейĕпе те шырасан тупаймăпăр", - тесе хăй савăнăçне пытармасăр палăртнă Раççей Геройĕ. Тĕплĕнрех



21 февраля 2014
17:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter