Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Çĕмĕрле хулине çитсе килнĕ

Нарăс уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Çĕмĕрле хулине çитсе килнĕ. Хулара Чăваш Республикин Пуçлăхĕ 8№-лĕ Гимназинче пулнă, NetSchool системин ĕçĕпе кăсăкланнă, вĕрентекенсен ĕç вырăнĕсене пăхса çаврăннă, шкулти хатĕрсене пăхса килленнĕ. Михаил Игнатьев шкулта апатлантару вырăнне çĕнĕрен юсанине, кунта усă куракан хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан хатĕрсемпе тивĕçтернине пăхса çаврăннă.  Гимназире вĕрентекенсемпе, шкул ачисемпе тĕл пулса вĕсен ыйтăвĕсем çине хурав панă. Çӳлерех асăнă хулара республика Пуçлăхĕ  «Комбинат автофургонов» акционерсен уçă пĕрлешĕвĕн ĕçĕпе кăсăкланнă. Предприятийĕн генеральнăй директорĕ Сергей Васильев пĕлтернĕ тăрăх, комбинат проектсемпе 200 яхăн тĕрлĕ тĕслĕ хатĕрсем калăпласа кăларать, вуĕсем патĕнчен тухакан  таварсен 40 проценчĕ хăйсем ăсталаса хатĕрленĕ, стратегиллĕ партнерсемпе тачă çыхăнса ĕçлесе пынине кура пурнăçланине асăннă. Укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен предприяти ăнăçлă аталанса çитерсе пырать. Пĕлтĕрхи çул 11 уйăх ĕç кăтартăвĕсем тăрăх, 233,2 млн. тенкĕллĕх тупăш илнĕ, 2012 çулхипе танлаштарсан 1,8 хут пысăкрах пулнине палăртнă. Пĕлтĕр предприяти 2,2 млрд. тенкĕллĕх тавар калăпласа кăларнă, индекс производствин калăпăшĕ 108, 2 процентпа танлашнă. Пянхи кун предприятинче 966 çын вăй хурать, вĕсен вăтам ĕç укçи 24 пинпе танлашать. «Производствăн культури лайăхлансах пырать, çитĕнӳсем те çук мар, ăна кура шалу укçин виçи те ӳссех пыни савăнтарать», - тесе хăй шухăшне палăртнă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Предприяти ĕçченĕсене малашне те ăнăçлă ĕçлесе пыма сĕннĕ. Хула активĕпе Çĕмĕрле хулин социаллă экономика аталанăвĕн пĕлтĕрхи çул ĕç кăтартăвĕсене сӳтсе явнă, кăçалхи çул валли тĕллевсене палăртнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ муниципалитăн чи лайăх ĕçченĕсене наградăсем парса хавхалантарнă, амăшĕн капиталне тивĕçнисене сертификатсем панă. «Комбинат автомобильных фургонов» предприятинче вăй хуракан  Александр Крылова,  «Шумерлинский завод специализированных автомобилей» пĕрлешӳре ĕçлекен Василий Чуракова, медицина центрĕнче врач-хирург пулса вăй хуракан Сергей Демьянова, 1№-лĕ ӳнер шкулĕнче ĕçлекен директора Светлана Мокшонковăна республика Пуçлăхĕ алла çыхмалли сехет тата Тав çырăвне парса хавхалантарнă. Пухăннă ентешсем умĕнче калаçăва тăснă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ пĕтĕмĕшле илсен муниципалитет аван аталанса пынине палăртнă. Малалла лайăхрах аталанса пыма кансĕрлекен хăш-пĕр кăлтăксем те пурри çинчен асăнса хăварнă. Администраци хăй çине илнĕ яваплăха пур чухне те туллин пурнăçламаннине, тепре чухне халăхăн  вырăнта татса памалли ыйтăвĕсене республика шайĕнче тивĕçтерни час-часах пулкаланине каланă. «Калăпăр, хулана 120 млн. тенкĕ парăмсене татса пама, хутса ăшăтмалли кăмакасене модернизацилеме те сĕннĕ пулнă, анчах та кăлăхах, шаннине тивĕçтермен. Укçа-тенкĕпе пĕлсе тата перекетлĕ усă курма пĕлмесен  банкрота тухасси те инçех мар. Кунашкал ĕçлесе пыма юрамасть. Малашне тата  çирĕпрех тĕрĕслесе пыма хамăр енчен палăртатпăр», - тесе каланă Пуçлăх. Кунта пурăнакансем пурте хула тăнăçлă аталанса пырасса кĕтеççĕ, лайăх ĕçлесе тивĕçлĕ шалу илсе пыма шанаççĕ. Палăртнă ĕçсене йĕркелесе пыма çĕнĕрен суйланнă администраци пуçлăхĕ тивĕçтерессе кĕтеççĕ, ЖКХ тытăмĕнче йĕрке пулассине шансах тăраççĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа хулан ĕçĕ-хĕлĕпе администрацийĕн пуçлăхĕ Любовь Дмитриева тĕплĕн каласа кăтартнă. Кăçалхи çул валли йышăннă тĕллевсем çинчен чарăнса тăнă. Паянхи канашлăва республикăран ертӳçĕсем хутшăннă. Вĕсем: республикăн экономика министрĕ Владимир Аврелькин, строительство министрĕ Олег Марков, тарифсемпе ĕçлекен Патшалăх службин ертӳçи Альбина Егорова, пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн пуçлăхĕ Олег Бирюков, предпринимательсен прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăй Владимир Иванов пулнă. Тĕплĕнрех



24 февраля 2014
17:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter