Чăваш Ен Пуçлăхĕ: «Муниципалитет пурлăхĕ – халăх харпăрлăхĕ, унпа пĕлсе тĕрĕс усă курмалла».

Нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри хула район администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе видеоканашлу ирттернĕ. Муниципалитет пурлăхне приватизацилес тата çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене йĕркелесе ирттересин ыйтăвĕсене сӳтсе явнă. 2013 çулта муниципалитет пурлăхĕсене приватизациленĕ ĕç кăтартăвĕсемпе тата 2014 çул валли лартнă тĕллевсем çинчен Чăваш Республикин пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина тĕплĕн паллаштарнă. 2014 çулта муниципалитет пĕрлешĕвĕсен пурĕ 199 муниципалитет пурлăхĕн объекчĕсене приватизацилеме палăртнă.  2013 çулта республикăри район тата хула администрацийĕсем 201 объекта (56 процент планпа пăхса хăварнинчен) приватизациленĕ, çав шутрах пĕлтĕрхи çул хуçалăх обществин пайĕн пĕр пакет акцине те приватизацилемен. Пĕлтĕрхи çул приватизациленĕ муниципалитет пурлăхĕнчен  492,9 млн. тенкĕллĕх тупăш илнĕ (2012 çулхипе танлаштарсан 103 процент). Пĕлтĕрхи çул муниципалитет пурлăхне приватизацилеме пăхса хăварнă программăна республикăри районсем çулталăкри планпа пăхса хăварнинчен 70 процент чухлĕ ытларах Каçал ен, Шăмăршă, Ельчĕк районĕсем пурнăçланă. 2013 çулта асăннă ĕçе пĕчĕк ктартусемпе Элĕк (6 процент), Муркаш(15%), Çĕмĕрле  (21%), Канаш хулинче (22%), Улатăр районĕнче (25%),Йĕпреç (25%), Хĕрлĕ Чутай (24%), Çĕмĕрле хулинче (29%), Тăвай районĕнче (31%), Пăрачкавра (32%), Етĕрне хулинче (33%), Вăрмар районĕнче (36%), Куславкка тăрăхĕнче (40%) çеç пурлăха приватизацилеме пултарнă.   Чăваш Ен Пуçлăхĕ асăннă ыйтупа ĕçе йĕркене кĕртсе пĕтермеллине хушнă. «Приватизацилемелли муниципалитет программисене  75-80 процентран кая мар пурнăçламалла. Сире пурлăх комплексĕн объекчĕсене пĕчĕк хакпа сутса яма никам та хистемен. Хăвăрах йышăннă программăсене пурнăçламанни – вырăнти бюджета пырса тивет», - тесе уйрăммăн палăртса хăварнă республика Пуçлăхĕ. Çавăн пек тĕслĕхсем те пулкаланă, вырăнти администрацисем муниципалитет пурлăхне приватизацилесе тупăш илес чухне, предприятисене банкурута кăларма ытларах пăхнă. «Муниципалитет пурлăхĕпе эффективлă пĕлсе усă курасси – сирĕн тивĕç. Муниципалитет пурлăхĕ – халăхăн пуянлăхĕ, пурлăхĕ, çавăнпа та унпа пĕлсе усă курмалла, уншăн халăх умĕнче явап тытмалла», - тесе çирĕппĕн пĕлтернĕ Михаил Игнатьев. Çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене валли хатĕрленсе ирттернĕ ĕçсем пирки Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов тĕплĕн паллаштарнă.  Кăçал, 2014 çулта акмалли çĕрсен лаптăкне 570 пин га. пăхса хăварнă (2013 çулхипе танлаштарсан 20,7 пин га ытларах е тата процентпа илес пулсан 103,8). Чăваш Республикинчи «Россельхозцентр» ФГБУ филиалĕ пĕлтернĕ тăрăх, уй-хирти кĕрхи культурăсем аванах хĕл каçнине палăртнă. Республика Пуçлăхĕ çурхи ĕçсене хатĕрленсе ытларах кондицине кĕртнĕ вăрлăхсене, минираллă удобренисене тата ытти хатĕрсене йĕркене кĕртсе пĕтерме хушса хăварнă. Тĕплĕнрех

 



24 февраля 2014
09:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter