Вăрнар районĕ: тĕпре – çивĕч ыйтусем

Юн кун Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ йĕркипе районта республикăри министерствăсемпе тĕрлĕ ведомствăсен представителĕсем, предприяти-организацисен ертÿçисем хутшăннипе поселокра тата ялсен-че тĕл пулусем иртрĕç.

Вăрнар тăрăхĕнче пулнă ушкăн пуçĕнче – Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçи Екатерина Карпеева. Пĕтĕмпе район администрацийĕн представителĕсемпе пĕрле йĕркеленнĕ ултă ушкăн ĕçлерĕ, вĕсем ял çыннисемпе тата ĕç коллективĕсемпе калаçусем ирттерчĕç. Республика шайĕнче палăртнă темăсене çутатнисĕр пуçне халăха пăшăрхантаракан-кăсăклантаракан чылай ыйтăва йышăннă, вырăнта татса пама май çуккисене влаç органĕсене çитерсе уçăмлатма шантарнă.

Тĕп калаçу, паллах, информаци кунĕн темисем – Раççейре Культура çулталăкне ирттерни, Чăваш енĕн социаллă пурнăçĕпе экономикин аталанăвĕн пĕлтĕрхи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетни, ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче палăртнă тĕллевсене пурнăçлассипе çыхăннă ĕçсем, пушар хăрушсăрлăхне тата шыв-шур çинчи хăрушсăрлăха тивĕçтерес мерăсем, пенси тытăмне кĕрсе пыракан çĕнĕлĕхсене ăнлантарасси – тавра пычĕ.

Ушкăн ертÿçи Екатерина Карпеева район администрацийĕн пуçлăхĕпе Леонид Николаевпа пĕрле чи малтанах администрацинче поселокри управляющи компанин, çурт-йĕр харпăрлăхçисен пĕрлĕхĕсен, урам тата çурт-йĕр комитечĕсен представителĕсен пухăвне хутшăнчĕ. Росреестр управленийĕн пуçлăхĕ хăй ертсе пыракан организаци ĕçĕ-хĕлĕ пирки тĕплĕнрех чарăнса тăчĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, специалистсем куçман пурлăх тата çĕр прависене регистрациленисĕр пуçне çĕрпе саккуна пăхăнмасăр усă курнă тĕслĕхсене палăртассипе, патшалăх кадастр хаклавĕсене ирттерессипе, панкрута кăларакан тулаш управляющисене хирĕçле çăхавсене тĕрĕслессипе тата ыттипе тимлеççĕ. Халĕ Росреестр тивĕçтерĕвĕсене илме заявленисене вырăнти нумай функциллĕ центрсем урлă çырассине ĕçлеттерсе ярасшăн.

Екатерина Карпеева граждансене тата организацисене хăйсен çĕр лаптăкĕсен кадастр хаклавне вăхăтра тĕрĕслеме сĕнчĕ. Енчен те кадастр хакĕпе килĕшмесен ăна суда тухмасăрах ултă уйăх иртиччен тепĕр хут пăхса тухма май пулать. Февралĕн 3-мĕшĕнче йышăннă федераллă саккунпа килĕшÿллĕн, ял хуçалăх çĕрĕсемпе вăхăтра усă курманшăн штрафсене ÿстернине (граждансене – 3 пин тенкĕрен, должноçрисене – 50 пин тенкĕрен, юридици çыннисене 200 пин тенкĕрен кая мар) асăрхаттарчĕ. Çĕр çинче хăйсем те нимĕн те лартса ÿстермен, арендăна та паман çынсен ку пайсем кирлĕ мар тесе пирĕн пата заявленисем çырмалла кăна, терĕ вăл. Екатерина Карпеева çавăн пекех гаражсене регистраци тăвассипе, коллективлă пахчасенчи усă курман çĕр лаптăкĕсене харпăрлăхран кăларассипе çыхăннă тата ытти ыйтусене хуравларĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев кăçал пушарсем тĕлĕшпе лару-тăру япăхланнине, вут-çулăма пула инкеке лекнисен шучĕ ÿснине уйрăммăн асăнчĕ. 9 пушарта 3 çын вилнĕ, тепĕр виççĕн суранланнă. Кăмакасемпе электрооборудовани юсавсăрлăхне пула çуртсемпе мунчасем çунаççĕ, çулăмпа, уйрăмах ÿсĕрле, асăрханусăр пулнăран инкек хыççăн инкек çырăнать. Çавăнпа та февралĕн 12–21-мĕшĕсенче, район администрацийĕн пуçлăхĕн хушăвĕпе, профилактика енĕпе уйăхлăх ирттернĕ. Пушар хуралĕн ĕçченĕсем ял поселенийĕсен представителĕсемпе, полицин участокри уполномоченнăйĕсемпе пĕрле уйрăм хуçалăхсенче, нумай хваттерлĕ çуртсенче, общежитисенче пĕрмаях тĕрĕслевсемпе çÿреççĕ. Апла пулин те Леонид Николаев кашни çынна тимлĕхе вăйлатма, газ тата электрооборудовани юсавлăхне тĕрĕслесе, кÿршĕри-çывăхри ватă çынсене, ĕçкĕпе аташакансене асăрхаса тăма ыйтрĕ.

Екатерина Карпеева ертсе пыракан ушкăн çавăн пекех Калининăра тата Çĕрпелте пулнă. Вĕсенче информаци кунĕсем çулталăкри ĕçе пĕтĕмлетекен отчетлă пухусемпе пĕр килнĕ.



24 февраля 2014
11:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter