Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федерацин территори органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе йăлана кĕнĕ тăрăх ĕçлĕ планерка ирттернĕ

 

Нарăс уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федерацин территори органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе йăлана кĕнĕ тăрăх ĕçлĕ планерка ирттернĕ. Канашлăва пуçличчен чи малтан Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ –финанс министрĕн ĕçне пурнăçласа пыма Светлана Енилинăна шанса пани çинчен ырă хыпара пĕлтернĕ, çĕнĕ ĕçре ăнăçлă ĕçлесе пыма вăй-хал сунă. Михаил Игнатьев канашлăва пухăннисене пурне те Сочире Хĕллехи Олимп вăййисенче Раççей команди çĕнтернĕ ятпа саламланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олимпиадăра Раççей спортсменĕсен çĕнтерĕвĕ – ушкăнри вăйлă туйăма тата патриотизма кăтартса панине асăннă. Пуçлăх спорт çитĕнĕвĕсем çинчен халăха ытларах та ытларах пĕлтерсе тăмаллине каланă, çитĕнекен ăру хамăрăн паттăрсемпе яланах мухтанма, мăнаçланма пултартăр, Тăван çĕр-шыва вăйлăран та вăйлăрах  хисеплеме вĕренсе пытăр. Чăваш Республикинчи гражданла оборона тата черезвычайлă лару-тăрусен патшалăх комитечĕн Председателĕ Вениамин Петров пушартан сыхланас енĕпе туса ирттернĕ ĕç кăтартăвĕсем çинчен тата çуркуннехи шыв-шур вăхăтĕнче çынсене асăрхануллă пулма вĕрентес ĕçсем пирки тĕплĕн паллаштарнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, 2013 çул раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа, 2014 çул нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕччен пурĕ республикăра пушар тухнă 273 тĕслĕхе шута илнĕ,  пушар тухнисен хисепĕ 7,1 процент чухлĕ ӳснине асăннă. Калăпăр, нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕнче Шăхазан салинче пушарта амăшĕ тата унăн виçĕ пепки çунса кĕлленнĕ хыпар çинчен чарăнса тăнă. Асăннă çемьене малтанласах йĕркесĕр çемьесем шутне, амăшĕн тивĕçне кирлĕ пек пурнăçласа пыманнишĕн ачисене усрава пама ĕç хучĕсене те пуçтарса çитернĕ пулнă. Республика Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче вырăнти хăй тытăмлăх влаç органĕсенче черезвычайлă лару-тăрусенчен хăтăлас тесе ытларах профилактика ĕçĕсене йĕркелесе ирттерес тĕллевпе, ятарласа ĕçчешсен хисепне те ӳстернине каланă. Нарăс уйăхĕн 14-мĕшнче район тата хула администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе видеоканашлура, шăпах ку ыйту çине тимлĕх уйăрнă пулнă. Йĕрке çук çемьесем патне ытларах тухса çӳремелле, вĕсемпе тĕрлĕ калаçусем йĕркелесе ирттермелле хушса хăварнă пулнă, анчах та ку енĕпе ĕç-пуçа вырăнтан тапратма май килмен. Михаил Игнатьев ача прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăйне Вячеслав Рафинова çакнашкал çемьесем патне çивĕч тĕрĕслев йĕркелесе пыма хушнă, енчен те ашшĕ-амĕшĕсем хăйсен пепкисемшĕн тăрăшмаççĕ пулсан, вĕсене вăхăтра сирсе ямалла. Кăçалхи шыв-шура хирĕç кĕрешес ыйтăва сӳтсе явнă май, пĕвесенче çанталăк лăпкă та ăшă тăнине кура, самай шыв пуçтарăнине асăннă. Нарăс уйăхĕн варринчех ку ыйту çине тимлĕх уйăрма хистет. «Пĕвесенче, юхан шывсенче пуçтарăннă шыв самай, кăçал палăртнă тапхăр лăпкă ирттсе каять-ха тесе лăпланса ларма кирлĕ мар, яланах шыв-шурсенчен сыхă пулмалла», - тесе çирĕппĕн асăрхаттарса хăварнă Вениамин Петров. Михаил Игнатьев ытларах паянхи кун пурлăха упраса хăварас тĕлĕшпе, страховани ĕçне йĕркелесе ирттерни вырăнлă пулнине палăртнă. Инкеке пĕлме çук, çавăнпа та ку асăннă ĕçсене вăраха тăсмасăрах пурнăçламалла. Канашлăва пуçтарăннисем, Тăван çĕр-шыв хӳтĕлевçисен кунĕ районсемпе хуласенче еплерех иртсе кайнине тишкерсе тухнă. Республикăри вĕренӳ учрежденийĕсенче 187,5 пин ача хутшăнма кăмăл тунă, паллă кун шкулсенче тĕл пулусене вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсем ытти паттăрсем хутшăннă. Культура учрежденийĕсекнче 570 мероприяти йĕркелесе ирттернĕ, вĕсенче 40 пин çын хутшăннă. Çак кунах тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсем те çителĕклĕ таранах иртнĕ, вĕсенче 90 пин çын хутшăнса хăйсен кăмăлне тултарнă. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов «Çĕр улми -2014» курав ĕçĕсен пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарнă, кăçалхи мероприятире пурĕ 68 т.вăрлăх çĕр улмине халăха сутса тивĕçтернине асăннă.

 



24 февраля 2014
15:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter