Шăмăршă районĕ: тава тивĕçлĕ врач

Врач профессийĕ – чи сумлисенчен пĕри. Пĕрлех вăл пысăк яваплăхпа та çыхăннă. Врачăн чирлĕ çынна тĕрĕс диагноз лартса, тивĕçлĕ сиплев курсне палăртмалла, тĕрлĕ процедурăсене ăнăçлă пурнăçласа, ăна ура çине тăратмалла. Кунта вара сиплев ĕçĕ валли Турă пани те, чăтăмлăх та, чĕре ăшши те, çепĕç чĕлхе те кирлĕ. Çак пахалăхсемлĕ районти врачсенчен пĕри – Е.Долгова. Елена Васильевнăн сывлăх сыхлавĕнчи ĕç стажĕ 55 çулпа танлашать.

Врач профессийĕ – чи сумлисенчен пĕри. Пĕрлех вăл пысăк яваплăхпа та çыхăннă. Врачăн чирлĕ çынна тĕрĕс диагноз лартса, тивĕçлĕ сиплев курсне палăртмалла, тĕрлĕ процедурăсене ăнăçлă пурнăçласа, ăна ура çине тăратмалла. Кунта вара сиплев ĕçĕ валли Турă пани те, чăтăмлăх та, чĕре ăшши те, çепĕç чĕлхе те кирлĕ. Çак пахалăхсемлĕ районти врачсенчен пĕри – Е.Долгова. Елена Васильевнăн сывлăх сыхлавĕнчи ĕç стажĕ 55 çулпа танлашать.

Çĕмĕрле районĕнчи Турхан ялĕнче çуралса ÿснĕ, Хусанти медицина институчĕн сиплев факультетне пĕтернĕ çамрăк специалистăн медицина биографийĕ пирĕн районти Пăчăрлă Пашьелĕнчи участок больницинче пуçланнă. Врач кадрĕсем çитменнине кура Елена Васильевнăна пĕр çулталăкранах районти тĕп больницăна ĕçлеме куçарнă. Çак учрежденире вăл акушер-гинеколог должнăçне йышăннă.

Çамрăк врача коллективра та, пациентсем те тÿрех килĕштернĕ. Елена Васильевна пуринпе те ăшшăн калаçнă, врач ĕçĕнче те пултарулăхпа палăрнă. Вăл хăйĕнчен те, медсестрасемпе санитаркăсенчен те çирĕп ыйтнă. Ку, паллах, ĕçре ăнăçу кÿнĕ. Хĕрарăмсем ачасене ăнăçлă çуратчăр, вĕсен тата пепкисен сывлăхĕсем çирĕп пулччăр тесе канăçа пĕлмесĕр ĕçленĕ медицина работникĕсем.

1959 çулта Елена Васильевна Шăмăршă вăтам шкулĕн учителĕпе Юрий Захарович Долговпа пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Туслă çемьене пысăк савăнăç кÿрсе çутă тĕнчене икĕ ывăл тĕпренчĕкĕ килнĕ.

1966 çултан тытăнса паянхи кунчченех Е.Долгова тĕп больницăра врач-инфекционист пулса ĕçлет. Елена Васильевна çак ĕçре те пысăк квалификациллĕ чăн-чăн специалист пулса тăнă.

Елена Васильевна инфекци уйрăмне пĕр улшăнми 44 (!) çул ăнăçлă ертсе пынă (2010 çулччен). Çак тапхăрта, вăл ертсе пынипе, коллектив районти миçе çынна сиплесе çĕнĕрен савăнăç парнеленине никам та шутласа кăлараймĕ. Заведующи уйрăмра яланах ĕçлĕ лару-тăру хуçалантăр тесе тăрăшнă. Сиплев ăнăçлăхĕ коллективра яланах малти вырăнта тăнă. Ахальтен мар ĕнтĕ инфекци уйрăмĕ район больницинче нумай хутчен чи лайăххин ятне çĕнсе илнĕ.

Инфекци уйрăмĕнче чылай çул юнашар ĕçленĕ Г.Смирнова, Р.Макарова, А.Кудрявцева, И.Малеевапа Х.Сачкова медсестрасем, М.Тихонова, М.Кожевниковапа Р.Маштакова санитаркăсем пирки ырăпа аса илчĕ Е.Долгова. Вĕсем яланах тÿрĕ кăмăлпа ĕçленине, тĕрлĕ йывăрлăхсене пĕрлехи вăйпа çĕнтерсе пынине палăртрĕ. Медицина ветеранĕсем хăйсем те Елена Васильевна пирки лайăххине кăна каларĕç, заведующи ялан сиплев ĕçĕшĕн чунтан тăрăшнине асăнчĕç.

2010 çулта инфекци уйрăмĕн заведующийĕ пулма А.Семенова врача çирĕплетнĕренпе Елена Васильевна инфекци кабинетĕнче чирлисене йышăнать. Ăна ĕçре опытлă медсестра Е.Чернова пулăшса пырать. Е.Долгова врач пациентсене диагноз лартать, сиплев курсне палăртать, чир-чĕрĕн йывăрлăхне кура, стационарта е амбулатори мелĕпе сипленме тивĕçлĕ хут çырать.

– Елена Васильевна пире ĕçре пулăшсах пырать, – терĕ уйрăм заведующийĕ А.Семенова. – Куншăн эпир ăна чунтан тав тăватпăр. Паллах, уйрăмăн «маркине» тытса тăма тăрăшатпăр.

Алевтина Ивановна çумне хутшăнса кунта 20-30 çул вăй хуракан Т.Стефинова, В.Тускаева, Г.Кузнецова, Н.Елизарова медсестрасем, М.Юнкеровапа В.Филиппова санитаркăсем Е.Долгова врач халĕ те уйрăмри ĕç-хĕлпе кăсăклансах тăнине, тивĕçлĕ сĕнÿ-канаш панине палăртрĕç.

Ĕçри пултарулăхшăн, яланах таса чунпа вăй хунăшăн Е.Долгована «Чăваш Респуликин тава тивĕçлĕ врачĕ» хисеплĕ ят парса чысланă, «Ĕç ветеранĕ» медальпе, Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин Хисеп грамотипе наградăланă.

Долговсен (Юрий Захарович 3 çул каялла пурнăçран уйрăлса кайнă) икĕ ывăлĕ те амăшĕн çул-йĕрнех суйласа илнĕ. Асли, Игорь, медицина наукисен докторĕ, профессор, республикăри онкологи диспансерĕн тĕп врачĕ, хирург. Кĕçĕнни, Олег, çак диспансертах врач-хирург пулса ĕçлет.

Çулсем, çулсем...Ытла та хăвăрт иртеççĕ-çке вĕсем! Паян, февралĕн 22-мĕшĕнче, Е.Долгова 80 çул тултарать. Ывăлĕсемпе кинĕсем, тăватă мăнукĕ, тăванĕсем, ĕçтешĕсем, тантăшĕсем çумне хутшăнса ăна чаплă юбилей ячĕпе пĕтĕм чун-чĕререн саламлатпăр, ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатпăр. Пархатарлă ĕçĕршĕн тавах Сире, хисеплĕ Елена Васильевна!



24 февраля 2014
16:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter