«Шуракăш» 25-çулхи юбилейне уявларĕ

                                                 Шуракăшсем инçе вĕçеççĕ,

                                                 Чипер хĕрсем вĕсен тĕкне юрла-юрла пухаçççĕ.

                                                 Çав кĕвĕпе яш каччисем ура хуçса ташлаççĕ.

                                                 Эй! Хастар чăваш çыннисем, -

                                                 Килĕр-ха эсир те пирĕнпе савăнма…

 

Орининти  информаципе культура центрèнче  «Шуракăш» халăх юрăпа ташă ушкăнĕн юбилей каçĕ иртрĕ.

            Орининти культура çурчĕ çумĕнчи «Шуракăш» юрăпа ташă ушкăнĕ 1988 çулта йĕркеленсе кайнă, 1991 çулта «халăх» ятне тивĕçнĕ. 25 çул хушшинче ансамбль районти ял ĕçченĕсем умĕнче нумай-нумай концертсем лартнă, уяв каçĕсем ирттернĕ. Пултаруллă ушкăна районта кăна мар, республикăра та аван пĕлеççĕ. Вăл кашни çулах тĕрлĕ уявсемпе фестивальсене хутшăнса Муркаш район ятне çÿлти шайра тытса пырать. Инçетри чăвашсене те хăйĕн юрри-ташшипе савăнтарать.Çак  хушăра ăçта кăна çитсе хăйĕн пултарулăхĕпе тĕлентермен-ши тата: Тюмень, Самара, Саратов облаçĕсем, Мускав, Липецк, Ульяновск хулисем, Пушкăрт, Çармăс, Алтай, Дагестан, Молдави Республикисем тата Турци çĕршывĕ.

 

      Шарсемпе капăрлатнă залра илемлĕ кĕвĕ янăрать. Илемлĕ тум тăхăннă «Шуракăшсем» сцена çине тухаççĕ. Уява Оринин ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.С.Волков уçрĕ. Ансамблĕн пултаруллăх ертÿçи, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕсченĕ В.М.Александров «Шуракăшăн» историйĕпе кĕскен паллаштарчĕ. 25 çул хушшинче ансамбле пурĕ 150 ытла çын хутшăннă. Презентаци çинчи сăн ÿкерчĕксем те çакна çирĕплетсе параççĕ. Паянхи каç залра ларакансенчен нумайăшĕ çак ушкăна çÿренĕ артистсем. Паллах, вĕсен тÿпи те сахал мар «Шуракăшăн» ÿсĕмĕнче. Паянхи уяв ячĕпе нумай çул хушши ансамбле çÿренĕ артистсене роза чечекĕсем парнелесе тав сăмахĕ каларĕç уява ертсе пыракансем.

          Паянхи уява саламлама килнĕ хăнасем те питĕ йышлă: Чăваш Республикин культура, национальноç тата архив ĕçĕсен министерствин пай пуçлăхĕ И.И.Ильина, Республикăри культурăпа халăх пуçлăхĕ Н.О.Фошина, Республикăри культурăпа халăх пултаруллăх керменĕн  хорсемпе ĕçлекен методисчĕ Т.В.Ишмуратова,Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, поэт, тележурналист - М.Ф.Карягина, Чăваш Республикин композиторĕсен Ассоциацийĕн президенчĕ, Алексей  Талвир ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ, Раççей музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ Н.А.Зимин, Чăваш наци радиовĕн тĕп редакторĕ О.И.Прокопьев, Тĕрĕк халăхĕсен конгресĕн вицепрезидентчĕ, Чăваш çамрăкĕсен Сăвар пĕрлешĕвĕн хисеплĕ Элкеперĕ О.М.Цыпленков, район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Н.Тимофеев, районти культура тата архив ĕçĕсен пайĕн ертÿçи Е.Г.Чернова, Раççейри перекет банкĕн Муркашри филиалĕн ертÿçи Ю.А.Иванов, «Росгосстрах» районти уйрàмèн ертўçи  В.И. Вязов, Оринин шкул директорĕ В.Г.Иванов, Муркашри ОАО «СГ МСК» агенствин ертÿçи А.Е.Андреева, МУП «БТИ» директорĕ В.А.Калинин, «Оринино» ял хуçалăх профсоюз комитечĕн ертÿçи Р.П.Волкова, Зоя Сывлăмпи поэт пулчĕç, Оринин ял тăрăхĕн депутачĕ М.А.Просов.

        Çĕнĕ Шупашкарти  химиксен культура керменĕ çурчĕ çумĕнчи Н.Л.Ериванов ертсе пыракан «Сăрнай» фольклор халăх ушкăнĕ илемлĕ юрă парнелерĕ. «Шуçăм» халăх юрăпа ташă ушкăнĕ «Калинка» халăха тутарсен ташшипе савăнтарчĕ.  «Шуракăш» ушкăна нумай çул хушши çÿренĕ Л.А.Митрофанова хăй йĕркеленĕ «Вдохновение»  ташă ушкăнĕпе килсе çитрĕ. Унччен Людмила Александровна хăйĕн пултарулăхне «Шуракăш» ушкăнта туптанă пулсан, паянхи каç вара унăн вĕренекенĕсем уява пухăннисене çĕнĕ «Фантазия» ташăпа килентерчĕç.  Оринин халăх театрĕн артисчĕсем  Н.Сидоров пьесипе лартнă «Кантăкран шаккарĕ хамăр ял каччи» камичĕн пĕр сыпăкĕне выляса пачĕç, «Шуракăшсене» малашне те ÿсĕмсем сунчĕç. Мулкачкассинчи «Пучах», Адабайĕнчи «Сурпан», Тойгильдĕри «Хĕлхем», Ярабайĕнчи «Екрем» ушкăнĕсем те хăйсен пултарулăхĕпе халăха тыткăнларĕç. «Оринен»  ветерансен халăх хорĕ те саламламасăр юлмарĕ.

             Хаклă хăнасем «Шуракăша» çÿрекенсене хисеп хучĕсем, тав çырăвĕсем тата хаклă парнесем  парса чысларĕç, çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, малашне те пысăк çитĕнỳсем тума сунчĕç.

         Уяв вара «Шуракăш» юрăпа ташă халăх ансамблĕн çĕнĕ программипе вĕçленчĕ. Каласа хăвармалла, паянхи куна кунта 35 çын хутшăнать. Тĕрлĕ специальноçлă çынсем вĕсем: учительсем, тухăрсем, воспитательсем, сутăçăсем, Оринин шкулĕнче вĕренекенсем. Ĕçрен ĕшенсе таврăннине вуçех те туймаççĕ тейĕн: юрлама, ташлама вĕренеççĕ, хăйсен пултарулăхне сцена çинче туптаççĕ. Хăйсен ăсталăхĕпе халăха савăнтараççĕ.

 Çак уява ирттерме пулăшнă спонсорсене тав сăмахĕ калатпăр. Вĕсем: Ю.Н.Шишокин, Н.В. Еропанов, А.Е. Андреева, Т.Л. Григорьева, Иванов Ю.А., Л.В.Николаева, В.И.Вязов, Н.А.Кожевников, В.П.Курбанов, Л.Г.Ильдечкин, Д.М.Капустин, А.М.Воробьев, А.Г.Семенов.

 Уяв вĕçленсен те куракансем килĕсене саланма васкамарĕç, ура çине тăрса нумайччен артистсене саламласа тăвăллăн алă çупрĕç.

 



25 февраля 2014
12:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter