Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем патне пырса тивекен тĕрĕслевпе асăрхав ĕç-хĕлĕн ыйтăвĕсене сӳтсе явнă

Нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  Чăваш Республикинчи вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕç-хĕлĕн  тĕрĕслевĕпе асăрхавĕн эффективлăхĕн кăтартăвне тĕрĕслесе тăракан ведомствăсен комиссийĕн ларăвне йĕркелесе ертсе пынă.  Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа Чăваш Республикинчи вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене тĕрĕслевĕпе асăрхавĕн 2013 çул ĕç кăтартăвĕсемпе Чăваш Енри муниципалитетсен пĕрлешĕвĕн канашĕн директор ĕçне пурнăçлаканĕ Станислав Николаев тĕплĕн паллаштарнă. Вăл палăртнă тăрăх, Атăлçи федераллă округпа илес пулсан, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе тĕрĕслевпе асăрхав органĕсем пĕр-пĕринпе килĕшсе эффективлă ĕçлесси  пирĕн тăрăхра пĕрремĕш пуçланнине асăннă. Çакнашкал ĕçе çĕнĕрен чĕртсе ярасси 2012 çултан тытăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ иртнĕ канашлăва пĕтĕмлетнĕ май, республикăри тĕрĕслевпе асăрхав пайĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче кăлтăксене тупса, вĕсемшĕн штраф тӳлеттересси тĕп тĕллев мар пулнине асăннă, ытларах инкеке, сирсе ярасси çине тимлĕх уйăрма кирлине асăрхаттарса хăварнă.  Çитменлĕхсене вăхăтĕнче пĕтернине паллах нимĕн те çитместь. Пĕлтĕр, 2013 çулта вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене тухса тĕрĕсленисен шучĕ чакни курăмлă. Штраф тӳлеттернĕ тĕслĕхсен хисепĕ сахаллансах пырать. Енчен те 2012 çулта вĕсен шучĕ - 443 çитнĕ пулсан, 2013 çулта – 279,  вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче должноçри çынна административлă майпа явап тыттарнă. Контрольпе асăрхав органĕсем пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕрхи çул вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем патне 1473 хутчен тухса тĕрĕсленине асăннă, вĕсенчен 888-шĕ планпа килĕшӳллĕн, 585-шĕ плансăр тĕрĕслев иртнĕ. Чи нумай тĕрĕслев ĕçĕсем Чăваш Республикин Прокуратуринчен – 747, МЧС – 292,  Россельхознадзор – 155, Ростехнадзор – 99 хутчен пулнă. Пĕтĕмĕшле илес пулсан, тĕрĕслевсен кăтартвĕсем профилактика ĕçне пысăк витĕм кӳнине палăртаççĕ. Анчах та тĕрĕслев органĕсем тепре чухне ял тăрăхĕсен харпăрхăй вырăнти бюджет пĕчĕк пулнине кура, пур чухне те кăлтăксене саплаштарайманнине шута илме тăрăшмалла.   Чăваш Республикинчи суд приставĕсен федераци службин Управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕрхи çул районсемпе хула администрацийĕсем патне 424 шырав заявленийĕпе тухнă, вĕсенчен 325 млн. тенкĕллĕх укçа-тенкĕ шыраса илме тăратнă.  Ытларах ыйтусем социаллă пĕлтерĕшлĕ: тăлăха юлнă ачасене çурт-йĕрпе тивĕçтересси, аварийлĕ çуртсенчен çынсене хăтлă çурта куçарассипе, çул-йĕрпе çыхăннă ыйтусене те татса паманни сисĕнет. Должноçри çынсем йăнăшсем туни, паллах, никама та савăнтармасть. Çав вăхăтрах, тĕрĕслев органĕсенче ĕçлекенсен, хушу хутне çыриччен чи малтан йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтăва пĕр-пĕринпе çивĕч пăхса тухма тăрăшмалла. Тепре чухне, чăтмалла мар пысăк штраф тӳллеттерме йышăнса хăварни, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене банкрута тухас хăрушлăх кăларса тăратать.  Кун пек ĕçе йĕркелесе хăварни вара, никама та ырă патне илсе çитерместь.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен хăтлă çуртсене куçарас тĕлĕшпе программа йышăнса хăварнине, унпа килĕшӳллĕн çуртсене ишме те  федераци шайĕнче çирĕплетнине каланă. Палăртнă графикпа килĕшӳллĕн граждансене хăтлĕ çуртсене куçарма укçа-тнекĕне те вăхăтĕнче куçарса пыраççĕ. Чăваш Енри  суд приставĕсен  федераци службин Управленийĕн ертӳçи Анатолий Иванов, РФ пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева 2013 çулта ирттернĕ тĕрĕслев ĕçĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Чăваш Республикин прокурорĕ Владимир Метелин палăртнă тăрăх, хăш-пĕр йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене çийĕнчх татса парас тĕлĕшпе васкавлă куçмлă пулăшу ушкăнне йĕркелесси пирки асăннă. Тĕплĕнрех



25 февраля 2014
15:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter