«Пирĕн тĕллев - яваплăха туйса эффективлă ĕçлесси, мĕншĕн тесен Чăваш Енре пурăнакансемшĕн бюджетăн кашни пусĕ усăллă тăкаклантăр», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев

Нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвне ирттернĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене пăхса тухиччен чи малтан Пуçлăх 2014 çул валли тата планпа пăхса хăварнă 2015 тата 2016 çулсене йышăннă бюджета çĕнĕлĕхсем кĕртни çинчен чарăнса тăнă.  Бюджета палăртнинчен, тупăшсен пайне 1 млрд. 214 млн. тенкĕллĕх ӳстерессине каланă, вăл шутран харпăр хăй  тупăшне  475,6  млн . тенкĕллĕх. «Çакнашкал кăтарту кăçалхи çул республикăн экономика аталанăвĕ тăнăçлă аталанса пырасси пирки шантарать», - тесе асăннă республика Пуçлăхĕ. Чăваш Енри ял хуçалăх тытăмне аталанса пыма федераци бюджетĕнчен 746 млн. тенкĕ пулăшу куçĕ. «Палăртнă шутран 540 млн. тенкине пĕчĕк формăллă хуçалăхсене кредитсен уйрăм пайĕсене парса татма уйăрнă. Пĕлтĕрхи çул харпăр хăй хуçалăхне аталанма илнĕ укçа-тенкĕсен парăмĕсем пĕтĕмпех саплашăнĕç», - тенĕ Михаил Игнатьев. Агропромышленноç комплексне аталанма уйăрнă укçа тенкĕсĕр пуçне, Чăваш Ен федераци бюджетĕнчен физкультурăпа спорт объекчĕсене çĕнĕрен тата реконструкци ĕçĕсем туса ирттерме  334,5 млн. тенкĕ куçĕ, вăл шутран 120 млн. Шупашкарти  пăр керменне çĕклесе лартма уйăрнă. Кунсăр пуçне ача сачĕсене çĕклесе лартма федераци бюджетĕнчен  хушма 261 млн. тенкĕпăхса хăварнă. Сăмаха май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ пирĕн регион ача сачĕсене пепкесене вырнаçтарассипе РФ чи ăнăçă лайăх 10 регион шутне кĕнине асăнса хăварнă.  «Çирĕп бюджет йышăнса хăварнă пулин те, Чăваш Республикине хушма субсидисем куçараççĕ. Кун пек йышăну туни - пире РФ Президенчĕ Владимир Владимирович Путин тат Раççей Правительтви шаннине пĕлтерет. Пирĕн малашне те хамăра шаннине тӳрре кăларса, малашне те бюджет укçи-тенкипе пĕлсе эффективлă усă курса ĕçлеме тăрăшмалла тесе палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. «Кашни тенкĕ халăх валли тĕрĕс, усăллă куçмалла», - çирĕппĕн пĕлтернĕ Михаил Игнатьев. Пуçлăх республикăн Çул-йĕр фондне тӳрлетме 77 млн. тенкĕ куçасси хыпара та пĕлтернĕ. Пулăшупа çулсене юсаса çĕнетнĕ çĕрте тăкакланмалла. «Паян ĕçсене ытларах халăх тĕл пулусенче ыйтнă ыйтусене тивĕçтерес тесе йĕркелемелле», - хушса каланă республика Пуçлăхĕ. 2014 çул валли йышăннă республика бюджетне кĕртнĕ улшăнусем тата 2015, 2016 çулсем валли пăхса хăварнă бюджет ыйтăвĕпе тĕплĕн Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕн ĕçĕсене пурнăçласа пыраканĕ Светлана Енилина тĕплĕн паллаштарнă. Чăваш Ен сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова кăçалхи çул тата планпа пăхса хăварнă 2015 тата 2016 çулсем валли йышăннă Чăваш Республикин обязательнăй медицина сторахованийĕн Территори фончĕн бюджетне кĕртсе хăварнă улшăнусем пирки калакан саккун çĕнĕлĕхĕсем çинчен тĕплĕн чарăнса тăнă.  РФ саккуне кĕртмелли проектра «Земский доктор» программăна малашне те 2014 çулта та тăсасси пирки асăннă. Медицина ĕçченĕсене пĕр хутчен парса тивĕçтермелли пулăшусем валли  30,5 млн. тенкĕ пăхса хăварнă. Республика бюджетĕнчен хушса тӳленине кура, кăçал Чăваш Енри 61 çамрăк врач, енчен те вĕсем ял тăрăхĕсенче хăйсен ĕçне малалла тăсаççĕ пулсан, 1 млн. тенкĕ илме пултараççĕ.  Чăваш Республикин Строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерстви Чăваш Енре тавралăха тирпей илем кӳрсе чи хăтлă та таса ял тăрăхĕ конкурса пĕтĕмлетнĕ.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ конкурс ĕçне ытларах критерисем кĕртсе хăварма сĕннĕ, сăмаха май çивĕч тупăшура çĕнсе илнĕ ял поселенийĕсем валли уйăракан укçа-тенкĕн виçине те кăштах ӳстерме сĕнсе хăварнă.   Чăваш Ен Правительствин членĕсем нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен çĕнетсе юсас ĕçре укçа-тенкĕне пĕлсе кирлĕ пек эффективлă усă курас пирки ыйтăва та сӳтсе явнă.  Строительство министрĕ Олега Марков пĕлтернĕ тăрăх, программăпа килĕшӳллĕн 266 150637,98 тенкĕ укçа пăхса хăварни çинчен пĕлтернĕ. Нумай хваттерлĕ 126 çуртра тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттернĕ те. (Пурĕ 433,1 пин кв.м., вĕсенче 19,3 пин çын пурăнать.). Паянхи канашлăва кĕртнĕ пур ыйтăва та пăхса тухса тивĕлĕ йышăнусем туса хăварнă.

 



26 февраля 2014
14:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter