Шупашкар хулин 2013 çулхи социаллă экономика аталанăвĕн ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ

Нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар хулин депутачĕсен анлă ларăвне хутшăннă. 2013 çулхи Шупашкар хулин социаллă экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсем çинчен Шупашкар хулин Пуçлăхĕ – депутатсен канашĕн Председателĕ  Леонид Черкесов тата хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков тĕплĕн паллаштарнă. Палăртнă канашлура Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин, вĕренӳ министрĕ  Владимир Иванов тухса калаçнă, хула умĕнче хăш-пĕр йывăрлăхсем кăларса тăракан ыйтусем çинчен чарăнса тăнă. Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарăн аталанса пыма пысăк шанăç пуррине, нумай кăтартусемпе ĕç-пуç аван пурнăçланса пынине палăртса хăварнă. Çав вăхăтрах, пур çавăн пек ыйтусем, вĕсене те çийĕнчех татса парасси çине тимлĕх уйăрма кирлине асăннă. Республика Пуçлăхĕ муниципалитет пурлăхĕсемпе, çĕр лаптăкĕсемпе  усă курнăшăн ареда хакне тӳлесси çине ытларах тимлĕх уйăрма сĕннĕ. Шупашкарта пĕлтĕр хута янă медицина каяшĕсене пуçтарса тирпейлекен центр çинчен те чарăнса тăнă, асăннă объекта уйрăм çын инвестици хывнине палăртнă. Паян мĕн-пур çум-курăк кашласа ларакан çĕр лаптăкĕсемпе пĕлсе тĕрĕс усă курса ĕçлесе пымалла. Пурлăхран хула бюджетне куллен укçа-тенкĕ кĕмеллине палăртса хăварнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Шупашкарта пурăнакнсене наградăсем парса хавхалантарнă. Нумай çул ĕçлесе тивĕçлĕ кăтартусемпе палăрнăшăн Чăваш Республикин Хисеп грамотине «Завод игрового спортивного оборудования»  акционерсен хупă пĕрлешĕвĕнче тимлекен  электрогазосварщик Владимир Захаров илме тивĕçлĕ пулнă. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ хисеплĕ ята васкавлă пулăшу паракан больницăра хирург пулса ĕçлекен Вячеслав Данилов тата врач-анестезиолог-реаниматолог Ачасен клиника больницинче вăй хуракан Олег Иванов тивĕçлĕ пулнă. Чăваш Республикин халăха пулăшупа тивĕçтерес ĕçре пысăк çитĕнӳсем туса пынишĕн  тава тивĕçлĕ ята Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕсемпе, тронспорт, энергетика ыйтăвĕсемпе  ĕçлекене  Герман Александрова парса хавхалантарнă. Чăваш Республикин Тав çырăвне тата сумлă парнене – алла çыхмалли сехете «Инженерная защита»  АУП ĕçлекене Николай Алёхина,  «Зеленстрой» туллии мар яваплă обществăра ĕçлекен Татьяна Гавриловăна, «Горсвет» акционерсен уçă пĕрлешĕвĕнче тимлекене Сергей Иванова,  «Сывлăх» пĕрлешӳре ĕçлекене Владимир Ильина, «Инженерная защита» АУП ĕçлекен Иван Кустовскойне, «Горсвет» АУП ĕçлекен Валерий Назарова, «Дорэкс» пĕрлешĕре ĕçлекенсене  Виталий Прокопьева, Михаил Соловьева парса хавхалантарнă. Республика Пуçлăхĕ çамрăксене пултаруллă ĕçсем пурнăçласа тивĕçлĕ вырăнсем яланах йышăннă хастар та маттур яш-кĕрĕме ятарлă стипенди илме çирĕплетекен  свидетельство, амăшĕн капиталне, çĕр лаптăкне  тивĕçнĕ çемьесене сертификат,  аварийлĕ çуртсенчен лайăх, та хăтлă çуртсене куçнă çемьесене хваттерсен уççине парса хисеп тунă.  Тĕплĕнрех

 



26 февраля 2014
08:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter