Вăрмар районĕ: мини-футболра вăй виçрĕç

Темиçе çул хушши ĕнтĕ Кивĕ Вăрмарта ял пуçлăхĕн призĕсене çĕнсе илессишĕн ял урамĕсем хушшинче мини-футбол енĕпе турнир ирттереççĕ. Кăçал ăна Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕпе çыхăнтарнă.

Çапла вара февралĕн 22-мĕшĕнче Кивĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул умĕнчи стадионта 4 команда вăй виçрĕç. Пĕрремĕш вырăнта Мерекассисем тухрĕç, иккĕмĕшĕнче - Виçпÿртсем, виççĕмĕшĕнче - Туçисем. Çĕнтерÿçĕ командăсем призсене тивĕçрĕç.

Унсăр пуçне чи лайăх вылякансене те палăртнă. Чи лайăх вратарь ята А.Максимов тивĕçнĕ, чи лайăх тапăнса выляканни М.Алексеев, чи пултаруллă хÿтĕлевçĕ А.Прохоров пулнине палăртрĕç судьясем.



26 февраля 2014
09:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter