Юрра-ташша кăмăллаççĕ

Культура çулталăкне халалласа вырăнсенче мероприятисем ирттерес ĕç малалла пырать. Иртнĕ кунсенче акă Ишпарайкăра, Шĕмшешре хамăр пултарулăха кăтартрăмăр. Мăн Ямашри, Кивуйри, Шĕмшешри юрă-ташă ăстисем юратупа тăванлăх юррисене шăрантарчĕç. Сцена çине çавăн пекех тĕрлĕ тытăмра ĕçлекенсем те тухрĕç. Шкулта физкультура урокĕсене ертсе пыракан Владимир Трофимов суту-илÿре ĕçлекен Венера мăшăрĕпе илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç. Сурăмпуç Шĕмшешри Вячеслав Марков, Мăн Ямашри Нина Ильина, Роза Савельева илемлĕ сассисемпе тыткăнларĕç. Вĕрентекенсенчен Альбина Гаврилова, Людмила Маркова, вĕренекенсенчен Лариса Засыпкина, Оля Степанова, Люда Павлова, Зина Арыкбаева фольклор юррисемпе сцена çине тухрĕç. (Элĕк районĕ)



26 февраля 2014
10:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter