Красноармейский районĕ: хĕле ăсатăпăр

Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Башкиров "Хĕл ăсатăвне" районта мартăн 8-мĕшĕнче ирттерме йышăннă.

Уява хатĕрленме пуçăннă ĕнтĕ. Йĕркелÿ комитечĕн пĕрремĕш ларăвĕ те пулнă. Уяв программи пуян пуласса шантараççĕ. Культурăпа кану центрĕ умĕнче театрализациленĕ представлени пулĕ. Кунтах хăйсен пултарулăхĕпе ял тăрăхĕсенчен килсе çитнĕ коллективсем паллаштарĕç. Тĕрлĕ ялсенчи ал ĕç ăстисен куравĕ те уяв сĕмне пуянлатĕ. Уяв программинче пурте чăтăмсăррăн кĕтекен йăлана кĕнĕ тройкăсен чупăвĕ те пур. Юмах сăнарĕсем ларса, юрласа пыракан илемлетнĕ лавсене курасса чылайăшĕ кĕтетех пулĕ. Тĕрлĕ вăйăпа спорт мероприятийĕсемсĕр те уяв иртмĕ. Халăх уявĕ хĕле ăсатнине тата пĕтĕм чир-чĕртен, усал-тĕселтен тасалнине палăртса катемпие çунтарнипе вĕçленĕ.



26 февраля 2014
10:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter