Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Канаш хулинче ĕçлĕ визитпа пулнă

Нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Канаш хулинче пулнă. Республика Пуçлăхĕ «Эмаль» тулли мар яваплă пĕрлешĕвĕн ĕçĕпе паллашнă, кунта вăй хуракансемпе тĕл пулса калаçнă. Предприятинче çĕнĕ йышши хатĕрсене пĕтĕмпех вырнаçтарнă. Çулталăкне пĕрлешӳ 10 пин тонна краска хатĕрлесе кăларать. Фирмăн директорĕ Юрий Никоноров пĕлтернĕ тăрăх, «Эмаль» тулли мар яваплă общество 35 тĕслĕ краскăсем калăпласа кăларать, производство калăпăшне те çулсеренех ӳстерсе пырать. Кунта калăпланса тухнă таварсем Раççей регионĕсем тăрăх саланать, унсăр пуçне тавар  Казахстан тата  Беларуç Республикине  те самаях каять. Предприятинче ĕçлекенсем куллен хăйсен ăсталăхне ӳстерсе пынине кура, предприятинче таварсене çӳллĕ шайра, пахлăх енчен те лайăх ăсталама пулăшать. Республика Пуçлăхĕ 37№-лĕ Восточнăй пĕчĕк районти 65 хваттерлĕ çуртăн шăпипе те кăсăкланнă. Асăннă çурта аварийлĕ çуртсенчен, лайăх та хăтлă çуртсене çынсене куçарас тĕллевпе ятарлă программăпа килĕшӳллĕн хăпартаççĕ. Çурта çĕклеме  68 млн. укçа уйăрнă, ЖКХ реформировани тăвас фондран 43 млн. яхăн, республика хыснинчен 24 млн. палăртса хунă. Çĕнĕ çурта 189 çын куçĕ. Паянхи куна çуртăн пĕрремĕш хутне çĕклессипе тимлеççĕ. Асăннă объекта хута яма 2014 çул 3-мĕш квартла палăртнă. Пухăннă актив умĕнче, хулан социаллă экономика аталанăвĕн пĕлтĕрхи çул ĕç кăтартăвĕсене тата 2014 çул валли йышăннă тĕллевсене пăхса тухнă канашлăва уçнă май, республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хулари чи лайăх ĕçчешсене наградăсем парса хавхалантарнă, маттур та хастар яш-кĕрĕме ятарлă стипенди илме тивĕçнисене свидетельство парса хисеп тунă.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе алла çыхмалли сехете Канашри тĕп болницăра вăй хуракан врач-невролог Андрей Дьячков, Олимп чемпионĕ В.П. Воронков ячĕпе хисепленсе тăракан ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче  тренер пулса ĕçлекен Александр Константинов, патшалăх налук службинче вăй хуракан аслă инспектор Екатерина Пичуркинăна, Ачасен пултарулăх керменĕнче вăй хуракан Ольга Светлова,  Ачасен кĕвĕ шкулĕнче ĕçлекен директора Лиана Андреева, 3-№лĕ шкулта вăй хуракан Ирина Захаркина тивĕçнĕ. Физкултьурăпа спорта аталантарас ĕçре пысăк витĕм кӳнĕшĕн Раççей Федерацийĕн Спорт министерствин Хисеп хутне Канаш хулин администрацийĕнче спорт уйрăмĕнче пуçлăхра вăй хуракан Искандер Мингалеев тивĕçнĕ.  Пухăннисем умĕнче калаçнă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çанашкал тĕл пулусем йĕркелесе ирттерни халăхшăн питĕ усăллă пулнине асăннă. Куллен çĕклекен, йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене çийĕнчех вырăнтах татса пама май килнине палăртнă. Республика Пуçлăхĕ Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче, нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче, республика бюджетне ӳстерни çинчен савăнăçлă хыпара пĕлтернĕ. Канаш хулинчи коммуналлă хуçалăх объекчĕсене лайăхлатма хушма  53,6 млн. тенкĕ пăхса хăварнине палăртнă. Укçа-тенкĕпе пĕлсе тата тĕрĕс усă курма сĕнсе хăварнă республика Пуçлăхĕ. Çĕр ыйтăвĕсем çинчен те тĕплĕн чарăнса тăнă канашлăва пухăннисем. Михаил Игнатьев çĕр халăха тухăç илсе килтĕр тесе каланă. Хулара нумай çĕрсен ĕç хучĕсем йĕркеллех мар. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа Канаш хула администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçласа пыраканĕ Людмила Иванова тĕплĕн паллаштарнă, 2014 çул валли йышăннă тĕллевсем çинчен чарăнса тăнă. Канашлăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – транспорт тат çул-йĕр хуçалăх министрĕ Михаил Янковский, строительство министрĕ Олег Марков, экономика министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Инна Антонова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Вячеслав Александров хутшăннă. Тĕплĕнрех



27 февраля 2014
10:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter