Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Çĕнĕ Шупашкарта пулнă

Нарăс уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Çĕнĕ Шупашкарта пулнă.   Республика Пуçлăхĕ хулара перинатальнăй центр ĕçĕпе паллашнă. Кунта сывлăх сыхлавне модернизацилес регонти программăпа килĕшӳллĕн центрта тĕпрен юсав ĕçĕсем йĕркелесе ирттернĕ, ача çурттармалли уйрăм пӳлĕмсене тата айван çуралнă пепкесен сывлăхне çирĕплетме ирĕк паракан ятарлă вырăнсене хатĕрлесе çитернĕ. Медицина центрĕн тĕп врачĕ Алексей Кизилов пĕлтернĕ тăрăх, кунти ĕçченĕсем хăйсен ăсталăхне вăхăтра туптаса пынине кура тата кунта вырнаçтарнă çĕнĕ технологиллĕ хатĕрсем пулни пепкесене тата вĕсен амăшĕсене чи çӳллĕ шайра медицина пулăшăвĕ пама пулăшнине палăртнă. 2013 çулта Çĕнĕ Шупашкарти перинатальнăй центрта 2800 яхăн пепке кун çути курнă. Центр пысăк шайра медицина пулăшăвĕпе тивĕçтернине кура, кунта юнашар регионсенчен те çынсем час-часах килни çирĕплетет. Чăваш Ен Пуçлăхĕ медицина ĕçченĕсене хăйсене шанса панă ĕçсене тӳрĕ кăмăлпа пурнăçланишĕн чĕререн тав тунă. Çакăн пек пĕчĕк çĕнĕ хулан малашне те демографи лару-тăрăвне, çынсен пурнăç условине лайăхлатма  пур услови те пуррине асăнса хăварнă. Республика Пуçлăхĕ çак кунах «Леспром-2000» ушкăн Компанийĕн ĕçĕпе те кăсăкланнă. Производство йывăçран Европа стандарчĕпе чӳречесем, алăксем тата пусмасем, пахчара лартмалли сĕтел-пукансем  калăплассипе тимлет.   2013 çулта «Леспром-2000» ТД тулли мар яваплă общество патшалăх пулăшăвне, республика бюджетĕнчен 407,7 пин тенкĕллĕх усă курнă. Асăннă пулăшупа кредитсемшĕн процент тӳлесе татма уйăрса хунă.  Предприятинче 9,9 млн.тенкĕ ытларах укçапа  çĕнĕ йышши хатĕрсем вырнаçтарнă. 2013 çулта «Леспром-2000» тулли мар пĕрлешӳ туянакансем вали 63,5 млн. тенкĕллĕх тавар ăсталаса кăларнă. Республика Пуçлăхĕ предприятинче хатĕрленсе тухакан таварсем экологи енчен паха пулнине палăртнă. «Химик» культура çуртĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хулари чи малта пыракан предприятисем хатĕрлесе тăратнă курава пăхса çаврăннă, хыççăн хулан социаллă экономика аталанăвĕн ĕç кăтартăвĕсене пăхса тухнă, кăçалхи çул валли йышăннă тĕллевсемпе паллашнă. Ĕçлĕ канашлăва Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, строительство министрĕ Олег Марков, патшалăхăн пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн ертӳçи Олег Бирюков, тарифсемпе ĕçлекен патшалăх службин ертӳçи Альбина Егорова, экономика министрĕн ĕçне вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Инна Антонова, Чăваш Енри предпринимательсен прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăй Владимир Иванов хутшăннă. Михаил Игнатьев çакнашкал тĕл-пулусем йĕркелесе ирттерни пĕр-пĕринпе куççăн ыйтусене вырăнтах татса пама май килнине палăртса хăварнă. Канашлусенче çĕкленĕ ыйтусем тĕллевлĕ програмăсене хăш-пĕр ылмашусем кĕртме май панине асăннă. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа хула администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Сироткин тухса калаçнă. Пĕлтĕрхи çул хула бюджечĕн 1274,0 млн.  тенкĕллĕх тупăш пухăннă, тăкаксен пайĕ 1398,9 млн. тенкĕпе танлашнă. Паянхи куна хулан тĕп кăлтăкĕ,  пурăнмалли çурт-йĕр строительство ĕçĕсене пĕчĕк хăвăртлăхпа пурнăçласа пыни, тĕрлĕ ресурсемпе тивĕçтерекен организацисем умĕнче управляющий компанисен парăмĕсем ӳссе кайни пăшăрхантарать. Эрех-сăра сутас ĕçре те йĕркене пăхăнманни сисĕнет, медицина учрежденийĕсенче кадрсем çитменни, ача сачĕсенче тĕллевсĕр ашшĕ-амăшĕсен тӳлевне хăпартса яни тата ытти ыйтусене те çĕкленĕ. Хула влаçĕсем патне нумай жалоба пухăннă. Чи малтанах ыйтусем пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕпе çыхăннă. Хула çыннисен ыйтăвĕсене итленĕ хыççăн, Чăваш Ен Пуçлăхĕ кăлтăксене çийĕнчех пĕтерме хушса хăварнă. «Паян çынсене, тӳрĕ кăмăлпа ĕçлемен управляющий компанисемпе хăварма юрамасть», - тесе çирĕппĕн асăрхаттарса хăварнă Михаил Игнатьев. Çынсене кăсăклантарнă ыйтусем çине Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрă Алла Самойлова, строительство министрĕ Олег Марков, экономика министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Инна Антонова тĕплĕн хурав панă. Çĕнĕ Шупашкарти çынсен пурнăç шайне лайăхлатас тĕллевпе, 2010 çултан пуçласа пурĕ республика тата федераци бюджетĕнчен 2 млрд. 625 млн. тенкĕ пулăшу парса тивĕçтернĕ. Асăннă пулăшупа ача сачĕсене, çамрăк çемьесене, тăлăха юлнă ачасене хваттерсемпе тивĕçтерме, спорт сооруженийĕсене реконструкцилеме, çул-йĕрсене тĕпрен юсама тата ытти социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса панă çĕре пĕтĕмпех куçарнă. Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев,  Çĕнĕ Шупашкар хулин тĕп пуянлăхĕ – кунта пурăнакан çынсем, вĕсем хăйсен тăван хули илемлĕ пултăр тесе куллен кашни хăйĕн тӳпине хывма тăрăшать», - тесе каланă. Канашлура тăратнă пур ыйтăва та республика Пуçлăхĕ контроле илни пирки асăннă. Чи хаваслă пулăм, хула çыннисене наградăсем парса тивĕçтерни. А.И. Андрианов ячĕпе хисепленсе тăракан ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче хушма пĕлӳ паракан педагога Валерий Благочиннова  Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ята парса чысланă. Чăваш Республикин Тав çырăвне тата алла çыхмалли сехете муниципалитет службинче тӳрĕ кăмăлпа нумай çул хушши тăрăшса ĕçленĕ, хула администрацийĕн çĕрсепе пурлăх Управленийĕн пай пуçлăхне Анатолий Кадеева,  «Столовая № 2» тулли мар яваплă обществăра вăй хуракан Маргарита Смирновă тивĕçнĕ.  Пултаруллă яш-кĕрĕме Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнисене сертификатсем парса хавхалантарнă, амăшĕн капиталне илме тивĕçнисене вара сертификатсемпе çĕр лаптăксеме тивĕçтерни çинчен калакан ĕç хутне парса хисеп тунă. Тĕплĕнрех 



28 февраля 2014
09:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter