Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика Правительствин членĕсемпе, влаçăн территори органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ

 Нарăс уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  республика Правительствин членĕсемпе, влаçăн территори органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ. Раççей Федерацийĕн пенси фончĕн Чăваш Республикинчи управлеийĕн ертӳçи Роза Кондратьева пенсии тытăмĕнче пулсаа иртнĕ çĕнĕлĕхсем çинчен чарăнса тăнă. Хальхи вăхăтра Раççейре пенси икĕ пайран тăрать: пĕри страховой тепри пуçтарăнакан пенси пайĕ. 2015 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче пирĕн çĕр-шывра обязательнăй пенси страхованийĕн тытăмĕнче граждансен прависене тата пенси виçине шутлассине çĕнĕлле йĕркелеме пуçлĕç. Кĕртнĕ çĕнĕлĕхсем çинчен РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн ертӳçи тĕплĕн ăнлантарса панă. Ватлăхри ĕç пенсийĕсем халĕ ĕçпе тивĕçтерекен уйрăм çыншăн вăл вăй хунă тапхăрта обязательнăй пенси страхованийĕн тытăмне хывнă взнос виçипе тӳрремĕнех çыхăннă. Паян вăйра тăракан формула тăрăх ĕç стажĕ пенси виçине тĕрĕссипе витĕм кӳмест. Çĕнĕ йĕрке тăрăх пенси прависене ĕç укçи енĕпе пĕр тан тума тата страховани стажĕн пĕлтерĕшне ӳстерме май килет. Кун пек чухне ĕç паракансен тата федераци бюджечĕн страховани тиевĕн юрăхлă шайне упраса хăварма, пенси тытăмне шайлаштармашкăн кирлĕ условисем туса хума пулĕ. Пенси шутлавне витĕм кĕрекен тĕп параметрсен шутĕнче  çаксем: шалу виçи: вăл мĕн чухлĕ нумайрах - пенси çавăн чухлĕ пысăкрах. Енчен те ĕçпе тивĕçтерекен хăй патĕнче вăй хураканшăн обязательнăй пенси страхованийĕн тытăмне тулли виçепе  хывман тăк çав укçа пенси капиталне йĕркелеме хутшăнмасть. Страховани стажĕн тăсăмĕ: вăл вăрăмрах - пенси прави ытларах йĕркеленет, ĕçленĕ кашни çулшăн ятарлă коэффициент хушăнса пырать. Ĕç пенсине памашкăн ыйтнă ӳсĕм: тивĕçлĕ канăва каймалли вăхăта каярах хăварнă кашни çулшăн тӳлев ӳсет. Çавăн пекех этем пурнăçĕнчи социаллă пĕлтерĕшлĕ тапхăрсене - хĕсметре тăнине, пĕчĕк тата сусăр ачасене, 80 çултан иртнĕ ватăсене пăхнине - стажа кĕртеççĕ. Гражданин çав вăхăтра ĕçлемен пулсан «страхламан тапхăршăн» çулталăкри уйрăм коэффициентсене параççĕ. Çавăнпа пĕрлех тивĕçлĕ канăва тухмалли вăхăта каярах хăвармашкăн хавхалантармалли майсем палăртаççĕ. Çĕнĕ йĕрке тăрăх пенси ыйтмашкăн тăхтани пайталлă. Кун пек чухне кашни çулталăкшăн унăн страховани пайне тата çирĕплетнĕ тӳлевне уйрăм коэффициентсемпе хăпартса пыраççĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пенсии твтăмĕнче пулса иртекен çĕнĕллĕхсем пĕтмпех ачасем çуралассине лайăхлатассипе çыхăнтарнине асăннă, нумай ачаллă çемьесене пулăшас тесе, ял хуçалăх отрасльĕнче ĕçлекенсене лайăхлатас тесе пĕтĕмпех ĕçсене йĕркелесе пынине палăртнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ асăннă ыйтупа çынсене тăтăшах пĕлтерсе тăмалли çинчен ыйтса каланă. Ку енĕпе республикăра ирттерекен пĕрлĕхĕ информации кунĕсенче халăха пĕлтерни вырăнлă пулĕ. Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин 2013 çулта патшалăх тата муниципалитет заказĕсем çинчен тĕплĕĕн каласа хăварнă. Уйрăммăн кăтартусем çинчен чарăнса тăнă. Чăваш Енри таифсемпе ĕçлекен патшалăх службин ертӳçи Альбина Егорова пĕлтерĕ тăрăх, 2013 çулта никама пăхăнса тăман проектăн кăтартăвĕсем тăрăх, чи пысăк та уççăмăн ĕçлекен рейтинга Чăваш Республики çĕнсе илнине палăртнă. Рейтингра 100 яхăн критерипе тĕпченĕ. Чăваш Республики Раççейре 19-мĕш вырăна çĕнсе илнĕ, Атăлçи федераллă округпа илсен вара, хисеплĕ пĕрремĕш вырăна тухнă. Асăннă кăтартупа Чăваш Республики 2012 çулта регионсем хушшинче 25-мĕш вырăна çеç тивĕçнĕ пулнă, кăçал вара ӳсĕм пулни самай савăнтарать. Чăваш Ен суту-илӳ конкуренцийĕн шайне илес пулсан  Раççейре вăтам кăтартăва тытса пырать. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç оранĕсене тата муниципалитетсене хăйсен тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçламан подрядчксене пула ĕç графикне пăхăнса пымасăр тĕрлĕ çĕрте кăлтăксем кăларса тăратнă тĕслĕхсем çинчен аса илсе хăварнă. Тепре чухне конкурса хутшăнакансем хаксем пирки пĕр-пĕринпе калаçса килĕшнĕ тĕслĕхсем пулнă пирки , шăпах кăлтăксем сиксе тухнине палăртса хăварнă республика Пуçлăхĕ.  Паянхи канашлура Пĕтĕм Раççейри йĕлтĕр йĕрĕ -2014 массăлла ăмăртăвăн уйрăм  саманчĕсем çинчен чарăнса тăнă. Кăтартусем çинчен калаçнă, Сочире Чăваш Енрен Хĕллехи  XXII –мĕш Олимп вăййисене хутшăнасси ыйтусем пирки канашланă. 

Тĕплĕнрех пенсин çĕнĕ формули



03 февраля 2014
14:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter