Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хула тата район администрацийĕсен ертӳçисемпе видеоканашлу ирттернĕ

Нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  хула тата район администрацийĕсен пуçлăхсемпе видеоканашлу ирттернĕ. Чăваш Республикин строительство министрĕ Олег Марков республикăри хула, район муниципалитечĕсенче пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕсем çинчен тĕплĕн паллаштарнă, электроэнергишĕн пухăннă парăмсем çинчен чарăнса тăнă. Хутса ăшăтмалли тапхăр тытăннăранпа республикăра ăшăпа тивĕçерекен пур объектсенче те лару-тăру аван тăнине палăртнă. Пĕтĕмĕшле илес пулсан та - 24 кăлтăк илнĕ, вĕсенчен 19-шĕ шывпа çыхăннă объектсенче, 2-шĕ электричествопа тивĕçтермелли объетсенче 3-шĕ ăшăпа тивĕçтеремелли объектсенче пулнине палăртнă. Питĕ хăрушă аварисем пулманнине каланă. Чăваш Ен строительство министрĕ пĕлтертнĕ тăрăх, республикăра ăнсăртран сиксе тухакан кăлтăксене сирсе яма пур техника бази те çителĕклĕ пулнине уйрăммăн палăртса хăварнă. Паянхи кун çав-çавах хутса ăшăтмалли энергорессурсемпе усă курас ыйту çине пысăк тимлăх уйăрма кирли çинчен палăртнă. ЖКХ организацийĕсен 2014 çул нарăс уйăхĕн 24-мĕшĕ тĕлне топливо тата энергорессурсемшĕн 2 334 млн. тенкĕллĕх парăм пухăннине асăннă. Кăвак çулăмпа усă курнăшăн Каçал Енсен, Муркашсен пачах парăм çуккине каланă, çав шутрах чи пысăк парăм Куславкка, Вăрмар, Çĕмĕрле районĕсен тата Улатăрпа Çĕмĕрле  хулисен пулнине каланă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ районсен ертӳçисене итленĕ. Кун пе кăлтăксем ӳлĕмрен ан пулччĕр тесен, управляющий компанийĕсен ĕçне çивĕч тăрĕслесех тăмаллине уйрăммăн палăртса хăварнă Пуçлăх. Калăпăр, Шупашкар районĕнчи Ишлейре пурăнакансем ыйтупа тухнă хыççăн, «Уют» УК ĕç-хĕлне çийĕнчех тухса тĕрĕсленĕ пулнă. Канашлура граждансене пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен лайăх хваттерсене куçарассине, нуммах хваттерлĕ çуртсене тĕпрен çĕнетсе юсас ыйтăва та сӳтсе явнă. Чăваш Республикин строительсто министрĕ Олег Марков пĕлтернĕ тăрăх, 2012-2013 çулсем валли йышăнса хăварнă программăна туллин тивĕçтернĕ. Асăннă тапхăрта 554 çынна (228 çемьене) лайăх хваттерсем панă. 2013-2017 çулсем валли Чăваш Республикин территорийĕнче вырнаçнă, аварийлĕ пурăнмалли çурт-йĕр фондĕнчен граждансене куçарас республикăри адреслă программăпа килĕшӳллĕн 4979,6 млн. тенкĕ укçа пăхса хăварнă, палăртнă хак 13,3 пин çынсен шăпине татса пама ирĕк парĕ. 2013-2014 çулсем валли - 1381,3 млн. тенкĕ, (3883 граждан туянĕ – 1460 çемье усă курĕ). 2014 çул кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Республикинче 299 çын хăтлă хваттерсене куçнă. 2013 çултанпа нуммай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав йĕркелесе ирттерес ĕçсем пыраççĕ. Ăна валли пур енĕпе те ĕç хучĕсене йĕркелесе çитернĕ. Палăртнă программăпа  нумай хваттерлĕ 4692 çурта шута илнĕ.  Ку асăннă ыйтăва вырăнта пурăнакан çынсем патне хыпара тĕрĕс илсе çитермеллине каланă канашлăва пухăннисем. «Нумай хваттерлĕ çуртра пурăнакансен мĕн чухлĕ пуçтарăннă укçа юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттерме хыпара лайăх пĕлсе тăмалла. Укçа-тенкĕпе тĕллевлĕн усă курнине те пĕлмелле», - палăртнă республика Пуçлăхĕ. Канашлура электронлă майпа патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсемпе тивĕçтерессине, предпринимательсен прависене хӳтĕлес, Раççей йĕлтĕр йĕрĕ – 2014 ăмăртăвăн уйрăм саманчĕсем çинчен те чарăнса тăнă.  Чăваш Республикинчи «Ростелеком» пĕрлешĕвĕн ертӳçи Сергей Иванов Интернетпа пысăк хăвăртлăхпа усă курма май паракан ĕçсем çинчен каласа кăтартнă, унпа муниципаллă районсенче усă курма сĕннĕ.   Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çынсене пысăк хăвăртлăхлă интернетпа усă курма майсем тупса парасси, пурсăмăррăн та  тĕллевĕ пулнине каланă. Ыйтăва татса парас тесессĕн пысăк шайри провайдерсемпе усă курни вырăнлă пулнине палăртнă, куллен федераци программисенче те хутшăнмаллине чĕнсе хăварнă. Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев районсемпе хуласенче социаллă экономика аталанăвĕн ĕçĕсене пĕтĕмлетес ыйтупа ирттернĕ каншлусенче ытларах районсенче, вырăнта çĕнĕ проектсене хута яни çинчен, кирлĕ пек çĕнĕ йышăнусем туса хăварни çинчен чарăнса тăма сĕннĕ. Тĕплĕнрех

 

  



03 февраля 2014
09:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter