Чăваш Енри мĕн пур хулапа районсенче XXXII-мĕш хут «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ- 2014» ăмăртусем иртнĕ

 Нарăс уйăхĕн  2-мĕшĕнче Чăваш Енри мĕн пур хулапа районсенче «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ- 2014» ăмăртусем иртнĕ. Çак уяв, йĕлтĕрпе чупас текенсен чи пысăк пĕлтерĕшлĕ çулсеренех ирттерекен спорт ăмăртăвĕ шутланать. Кăçал йĕлтĕр йĕрĕ çине Чăваш Енре 49 пине яхăн спортсмен, Шупашкарта 12 пине яхăн спорта юратакансем, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем тăнă. Тĕп ăмăрту хулари Канупа культура паркĕнче иртнĕ. Пухăннă спортсменсене саламланă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ кăçалхи спорт уявне Сочире иртекен Хĕллехи олимпиада ăмăртăвсене халалласа ирттернине асăннă, Раççей спортсменĕсене 2014 çулта тĕп спорт ăмăртăвĕсенче çĕнтерӳсем тума сĕннĕ. «Мĕнле каланă халăхра, сывă кĕлеткере – яланах сывă туйăм.Чăваш Республикинче ватти-вĕтти яланах спортпа туслă пулччĕр, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пырсан, çынсен кăмăл-туйăм сипечĕ тата та вăйлăрах ырă енне улшăнса пырать, характер те çирĕпленет. Çитĕнӳ патне ăнтăлас туйăм вăйланать Раççей Федерацийĕн тивĕçлĕ гражданинĕ пулса çитĕнĕç», - тесе палăртнă хăйĕн сăмахĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Йĕлтĕрçĕсене СССР  тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, тĕнче, Олимп чемпионĕ   Владимир Воронков сывлăх суннă. Паян пирĕн ăмăртусенче чупакансен кăмăл-туйăмĕ «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ -2014» Сочире иртекен Олимпиада спортсменĕсем çине те куçасси пирки палăртнă.  Торжествăлла церемонине «Мулкач» талисманăн авторĕ Тăвай районĕнче пурăнакан Сильвия Петрова хутшăннă. Сумлă хăнана, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Сочире иртекен ăмăртусен торжествăлла пайне кайса курма билет  парса хавхалантарнă. Йăлана кĕнĕ тăрăх, чи малтан VIP-ăмăрту пулнă, спортсменсем 2014 метра чупса тухнă. Ăмăртура чупса мала тухнисем кубоксемпе медальсене, диплоисене тĕрлĕ парнесене тивĕçнĕ. «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăртусем Раççей Федерацийĕн 71 субъетĕнче иртнĕ. Тĕплĕнрех



03 февраля 2014
08:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter