«Лента» акционерсен уçă пĕрлешĕвне 70 çул

Кăрлач уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Лента» акционерсен уçă пĕрлешĕвне 70 çул çитнине халалласа ирттернĕ торжествăлла мероприятие хутшăннă. Асăннă пĕрлешӳ 400 тĕслĕ тĕрлĕ хатĕр калăпласа кăларать, вĕсен таварĕсем Раççей рынокĕнче пĕрре тваттăмĕн пайĕ йышăнать. Юбилей ячĕпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ саламланă, «Лента» пĕрлешĕвĕн ĕçченĕсене, сумлă ветеранĕсене нумай çулсем хушши тӳрĕ кăмăлпа ĕçлесе пынăшăн тав тунă. «Палăртнă предприятинче кулленех производствăна модернизацилесв ĕç вăй илсех пынине, ĕç укçипе тивĕçтерес ыйту та курăмлăн пурнăçланнине, кунта калăпланса тухакан таварсене Раççей Федерацийĕн тулашĕнче те тăтăшах ыйтни, çакнах çирĕплетсе парать», - тесе палăртнă республика Пуçлăхĕ. «Лента» предприятийĕн ертӳçи Роза Иванова пĕртернĕ тăрăх, 70 çул хушшинче фабрикăн сăн-сăпачă лайăх енне улшăнни куç кĕретех паллă пулнине каланă. Пур-пĕрех предприятийĕн йăли-йĕркине упраса хăварма тăрăшнă. Ертӳçĕ, Роза Иванова республикăри влаçра ĕçлекенсене лайăх условисем аталанса пыма туса панишĕн тав сăмахĕ каланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев предприятийĕн чи маттур та ĕçчен çынисене наградăсем парса хавхалантарнă. Торжествăлла мероприяти хаваслă юрă-ташăпа вĕçленнĕ. Тĕплĕнрех



03 февраля 2014
10:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter