«Раççей йěлтěр йěрě» ǎмǎртусенче Çавалкассем те хастар хутшǎнчěç

Кашни çулах «Раççей йěлтěр йěрě» акципе ирттерекен ǎмǎртусем ирттересси йǎлана кěчě ěнтě. Кǎçал та çак мероприятине нарǎс уйǎхěн 2- мěшěнче Вǎрнарти «Химик» стадионта ирттерчěç. Çавалкас ял тǎрǎхěнче пурǎнакансем яланхиллех çак ǎмǎртусене хастар хутшǎнчěç. Туçи-Мǎратри пěтěмěшле пěлÿ паракан шкулта вěренекенсем , Алевтина Кузнецова ертсе пыракан ушкǎн, çанталǎк сиввине пǎхмасǎрах , хаваспах хутшǎнма кǎмǎл турěç. Сǎкǎтра пурǎнакан  Михайлов Александр Иванович та районта тата поселенинче иртекен мероприятисене хастар хутшǎнать. Хǎйпе пěрле вǎл ывǎлěсене те сывǎ пурнǎç йěркине тытса пыма вěрентет. Кǎçал та вǎл хǎй çулěнчи йěлтěрçěсенчен малти вырǎна тухма пултарчě. Кунашкал ǎмǎртусене çынсем кашни çул нумайрах хутшǎнса пынине палǎртма кǎмǎллǎ. (Вǎрнар районě)



03 февраля 2014
15:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter