Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Етĕрне районне ĕçлĕ визитпа çитсе килнĕ

 Нарăс уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Етĕрне районĕнче пулнă. Республика Пуçлăхĕ  «Ядринский мясокомбинат» Чувашпотребпĕрлешĕвĕн ĕçĕпе паллашнă. 2013 çулта çĕнĕрен хута янă производствăн, аш-какайрах хатĕрлесе кăларакан таварсене пăхса çаврăннă. Предприятийĕн ертӳçи Сергей Якушев пĕлтернĕ тăрăх, çĕнĕ цех кунне 3 тонна таран тавара йышăнма пултарать.  Кунта калăпланса тухакан таварсем вырăнти ял хуçалăх таварĕсемпе ĕçлекенсенчен пĕтĕмпех килнине асăннă. Тавар республикăри 14 ятарлă лавккасенче сутăнать, Чулхула облаçĕсенче вырнаçнă таварсен сечĕсенче  халăх куллен йышлăн ыйтни те савăнтарать Пахалăхлă, экологи тĕлĕшĕнчен таса таварсене тăтăшах халăх ыйтнине кура, предприятийĕн тулли мощностьпе ĕçлеме тăрăшмалла. Çĕнĕ рыноксене вырнаçтармалла», - тесе палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Районăн социаллă экономика аталанăвĕн çул-йĕрне пĕтĕмлетес ыйтăва халалланă канашлăва уçнă май, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатев   районти чи пархатарлă та ĕçчен ял çыннисене, çамрăк ăрăва, стипендие тивĕçнисене, амăшĕн капиталне илме тăратнă çемьесене сертификатсем парса чысланă. Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче самбо тата дзюдо енĕпе ĕçлекен тренер- преподаватель Александр Семёнов тата Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕн училищинче хăйĕн ăсталăхне туптакан Евгений Паркин Сочире хĕллехи XXII-мĕш Олимп вăййине кайма сертификат илме тивĕçлĕ пулнă. «Влаç органĕсенче ĕçлекенсем пурте республикăра пурăнакансен пурнăç условине лайăхлатас тĕлĕшпе хар тăрса ĕçлеççĕ. 2013 çулшăн социаллă экономика аталанăвĕн кăтартăвĕ республикăн ăнăçлă пулни куç кĕретех. Эффективлă ĕçлесе пыракан ял хуçалăх таварĕсене тирпейлекенсем, ăнăçлă предпринимательсем – çынсене лайăх ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтеркеннисем. Эпир малашне те хамăр тăрăха инвесторсене явăçтарнинчен, пурнăçăн ăнăçлăхĕ пĕтĕмпех çаксенчен килет», - тесе палăртнă хăйĕн сăмахĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Çав вăхăтрах Етĕрне тăрăхĕнче демографи лару-тăрăвĕ аванах марришĕн пăшăрханса пĕлтернĕ. «Ялсенче пĕтĕмпех çынсене пурăнма кирлĕ пек условисем хатĕрлесе паратпăр. Тĕрлĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ программăсем аван ĕçлеççĕ. Сывлăх сыхлавĕн тытăмĕ пĕтĕмпех çĕнелсе вăйланса пырать, анчах та çынсен чакасси куç кĕретех», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Малашнехи пурнăçра халăха сывă пурнăç йĕрки патне ытларах явăçтарма кирли çинчен чĕнсе хăварнă. Етĕрне районĕн 2013 çул ĕç кăтартăвĕпе вырăнти пуçлăх Владимир Кузьмин паллаштарнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, ял хуçалăх тытăмĕнче ӳсĕм пурри сисĕнет. Çĕр улмине пухса кĕртессипе те республикăрипе танлаштарсан кăтарту аван. Чăх-чĕп аш-какайне тирпейлессипе те 2012 çулхипе танлаштарсан 0,2 процент чухлĕ ӳснĕ. Районта шултра мăйракаллă выльăхсен шучĕ чакаманни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кăтартусене пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Чăваш Енĕн ял хуçалăх министрĕн çумĕ  Эдуард Александров, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Николай Малов,  Валерий Павлов хăйсен шухăш-кăмăлне сĕнĕвĕсене палăртса хăварнă. Вырăнта пурăнакансем пуçтарăннă сумлă хăнасем патне хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене тăратнă. Ыйтусем хушшинче: çулсене çĕнетсе тирпейлесси, ялсенче шывпа тивĕçтермелли объектсене çĕнетесси, медицина пулăшăвне пахалăх енчен ӳстересси тата Етĕрнере спирт завочĕн шăпи тата ытти ыйтусем те пăшăрхантарнă. Канашлăва пĕтĕмлетнĕ иай, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ял ĕçченĕсене 2013 çулта курăмлăн ĕçлесе пырса тивĕçлипех вĕçленĕшĕн тав тунă, малашне те, ку çулта тата та пысăкрах ӳсĕмсем тума чĕнсе каланă. Тĕплĕнрех 



04 февраля 2014
09:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter