Элĕк районĕ: тĕрлĕ ыйту хускатнă

Ватă çынсен шкулĕн черетлĕ занятийĕ иртнĕ. Унта çÿрекенсем РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн ертÿçипе С.Воробьевпа тата Элĕкри тĕп больницăн врач-дерматологĕпе И.Никоноровăпа тĕл пулнă. Сергей Юрьевич граждансене пенси саккунĕсемпе ку тытăмри çĕнĕлĕхсем çинчен тĕплĕн ăнлантарнă. И.Никонорова врач-дерматолог ÿт-тире ерекен кăмпа чирĕсем пирки калаçу ирттернĕ. Тĕл пулура вăл çак чирсем пуçланнин сăлтавĕсем, вĕсенчен мĕнле сывалмалли çинчен уçăмлă каласа панă.

Ваттисен шкулĕн занятийĕсенче кашнинчех тĕрлĕ ыйтусене хускатаççĕ. Вĕсене хыпарсăр çухалнă çынсен шăпи хытă шухăшлаттарать. Çавна май çÿлерехри органсене хыпарсăр çухалнисене шырассипе ĕçлекен волонтерсен ушкăнĕсене йĕркелес ыйтупа тухнă. Ку енĕпе вĕсем хăйсем те пултарнă таран ĕçлеме хатĕр.



04 февраля 2014
13:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter