Мала тухнă

Кăçалхи кăрлачăн 13-мĕшĕнче шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри олимпиадин регионти тапхăрĕ старт илнĕ. Паянхи куна вăл 11 предметпа иртнĕ. Районти олимпиадăсенче çĕнтернисемпе малти вырăнсене йышăннисем олимпиадăна 9 предметпа хутшăннă, пуринпе те хăйсене лайăх енчен кăтартнă. Кăрлачăн 27-мĕшĕнче Шупашкарти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан 48 номерлĕ шкулта обществознани предмечĕпе олимпиада иртнĕ. Пирĕн районтан унта Элĕк тата Мăн Вылă шкулĕсенче вĕренекенсем хутшăннă. Элĕк шкулĕнчи 10 класри Анастасия Романова ку предметпа приз çĕнсе илнĕ (вĕрентекенĕ – И.Волкова). Анастасия регионти обществознани олимпиадинче икĕ хутчен çĕнернĕ. Унччен вăл истори олимпиадинче пулнă, унта та тантăшĕсем хушшинче призер пулса тăнă. (Элĕк районĕ)



04 февраля 2014
12:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter