Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар районĕн 2013 çулăн социаллă экономика аталанăвĕн ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетес ĕçе хутшăннă

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе пынипе нарăс уйăхĕн 4-мĕшĕнче Шупашкар районĕн  2013 çулăн социаллă экономика аталанăвĕн ĕç кăтартăвĕсене тишкерсе тухнă, 2014 çул валли  ĕç планне пăхса тухнă. К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕнче районти предприятисемпе организацисем ятарлă курав хатĕрленĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев курава тăратнă таварсемпе паллашнă, кунта пуçтарăннă организацисемпе предприятисенчен пуçтарăннă хăнасемпе курнăçнă. Торжествăлла пулăмра Чăваш Ен Пуçлăхĕ чи сумлă та хастар ял ĕçченĕсене Хисеп хучĕсене, Тав çырăвĕсене парса чысланă. Канашлăвăн кун йĕркине кĕртнĕ чи пĕлтерĕшлĕ ыйтупа Шупашкар район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.И.Егоров тухса калаçнă. Пуçласа районăн пĕлтĕрхи çулшăн пĕрлештернĕ бюджечĕ миллиардран та ӳссе кайнине каланă. Канашлура çĕрпе çыхăннă ыйтусене те тĕплĕн пăхса тухнă. Усă курман çĕр пайĕсене муниципалитет харпăрхăйлăхĕ çине суд урлă куçарас ыйту та витĕмлĕн пурнăçланса пырать. Ял поселенийĕсем 168 тавĕç заявленийĕ (шырав) тăратнă, вĕсенчен 61-шне ял поселенийĕсем майлă ыйтăва пурнăçланă, 3-шне – каялла тавăрса пама йышăннă, 104-шне пăхса тухма палăртса хунă. 2013 çулта ял хуçалăх тытăмне 380 млн.тенкĕллĕх патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ. (2012 çулхипе танлаштарсан 31 процент чухлĕ ӳснĕ). Чăваш Республикин Президенчĕн Указне пурнăçа кĕртнĕ май, çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма патшалăх пулăшăвĕсемпе 16 çамрăк çемьене тивĕçтернĕ. 2014 çулта районти спорта пулăшас тĕллевпе 5 млн. тенкĕ район бюджетĕнчен укçа тенкĕ уйăрса хăварнă, ытти чухнехипе танлаштарсан икĕ хут ытларах уйăрни сисĕнет. Ачасене сада вырнаçтарас ыйту çав-çавах çивĕч тăрать. Шкул çулне çитмен ачасене 65 процент чухлĕ  сада вырнаçтарнă, черетре тата 1689 пепке тăрать. Асăннă ыйту шкулсенче хушма  çĕнĕ уйрăмсем уçнипе пурнăçланать. 2013 çулта хушма 370 вырăн ачасем валли хатĕрленĕ пулнă, 15 хушма вырăн тупса панине палăртнă, вĕсенчен 6-шне район бюджечĕ витĕмĕпе хута янă. 2014 çулта икĕ ушкăн йĕркелеме палăртса хунă, вĕсене уçсан 50 пепкене сада вырнаçтарма ирĕк парать. Кун йĕркинчи паянхи кун пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри, ача сачĕн строительство ĕçне Кугеçри поселокра часрах туса пĕтерсе хута ярасси. Паянхи куна Парнас ТСК пĕрлешӳпе ĕç хутне прахăçланă. 2013 çулта нарăс уйăхĕнчен пуçласа патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсемпе тивĕçтерес тесе нумай функциллĕ центр хута янă. Харăсах центр 37 тĕслĕ муниципалитет тата 31 патшалăх пулăшăвĕпе халăха тивĕçтерет. Хăйĕн сăмахĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.И.Егоров, 2014 çулта тĕп тĕллевсем: экономика, кашни çемьере килĕшĕве, районăн аталанăвне тата тăнăçлăхне  упраса тата та вăйлăрах аталантарса пырасси пулнине палăртнă. Канашлăва пухăннисем управляющий компанийĕсен ĕç-хĕлне те тĕплĕн тишкерсе тухнă. Кун йĕркипе килĕшӳллĕн пухăннисем нумай ачаллă çемьесене çĕр пайĕпе тивĕçтерессине, муниципалитет пурлăхне регистрацилессине, граждансене пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен хăтлă хваттерсене куçарассине, агропромышленноç комплексне аталантарассине тата ытти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене те пăхса тухнă. Канашлăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ И.Б. Моторин, экономика министрĕ В.А.Аврелькин, Чăваш Республикинчи ачасен правине хӳтĕлекен уполномоченнăй В.В.Рафинов тата ыттисем те хутшăннă. Тĕплĕнрех



05 февраля 2014
09:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter