Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн çыхăну тата массăллă коммункацисен министрĕн çумĕпе Марк Шмулевичпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ

Нарăс уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн çыхăну тата массăллă коммункацисен министрĕн çумĕпе  Марк Шмулевичпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Михаил Игнатьев, хăй патне килнĕ хăнана Чăваш Енре ялсенче  пурăнакансем патне икĕ çул хушшинче Интернет çыхăнăвне илсе çитернине асăннă. Паянхи кун тĕлне Чăваш Республикинче 97-98 процента яхăн территори асăннă çыхăнупа усă курать, анчах та çыхăнăвĕн хăвăртлăхне лайăхлатассипе ĕçлемелли пур-ха. Чăваш Ен Пуçлăхĕ ял тăрăхĕсенче вулавăшсемпе тĕслĕх библиотекисенче «пĕр чӳрече» меслечĕпе патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене тивĕçтерессипе курăмлă ĕçлесе пынине каланă. Марк Шмулевич нумаях пулмасть çĕнĕ саккун вăя кĕнĕ пирки асăнса хăварнă. Палăртнă ĕç хутне пула,  ялсенче 250-ран пуçласа 10 пин таран çын шучĕ пулсан, вĕсем патне  пысăк хăвăртлăхлă Интернет илсе çитерме май пуррине каласа хăварнă. «Пирĕн Чăваш Республикинче 500 яхăн пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулсем, 1720 яхăн ял тăрăхĕ, вĕсенчен пĕрре виççĕмĕш пайĕ палăртнă программăна кĕрсе юлма пултарать», - тесе каланă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Раççей Федерацийĕн çыхăну тата массăлла коммуникацисен министрĕн çумĕ малашне те Чăваш Енпе тачă çыхăну тытса ĕçлеме, республикăна тĕрлĕ  пысăк программăсене ĕçе кĕртсе хăварма хатĕр пулнине палăртнă. Тĕплĕнрех



05 февраля 2014
18:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter