Вăрнар районĕ: ял çыннишĕн хĕлле те канăç çук

Ял çыннисемшĕн хĕллехи вăхăтра çуллахи пекех ĕç çук тетпĕр. Анчах та, çав вăхăтрах, выльăх-чĕрлĕх фермисенче çулталăкĕпех хĕрӱ ĕç пырать. Пĕр-пĕр уяв е канмалли кун-и – пурпĕрех выльăхсене апат памалла, шăвармалла, айне тасатмалла. Çавăн чухне кăна сĕт тата аш-какай нумайрах туса илме май пур. Шăпах çапла ĕçлеççĕ те ĕнтĕ Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăхра ĕçлекенсем. Çуллахи тапхăрта выльăх апатне çителĕклĕ хатĕрлесе юлассишĕн тăрăшаççĕ пулсан, паянхи куна уйри утă-улăма выльăх патне çитерессипе тимлеççĕ Çавалкассем. Çанталăка пăхмасăрах, Александр Григорьев, Сергей Григорьев, Сергей Кириллов, Сергей Степанов, Виталий Степанов трактористсем уялла вĕçтереççĕ хăйсен тимĕр учĕсемпе. Вĕсем утă-улăм сыпăкĕсене ферма территорине килсе лартаççĕ. Юр нумаях тултарса лартиччен çак ĕçсене вĕçлессишĕн тăрăшаççĕ.



06 февраля 2014
10:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter