Элĕк районĕ: министр шкулсенче пулчĕ

Иртнĕ кунсенче Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов Элĕк районĕнче пулчĕ.Чи малтанах министр район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Куликовпа курнăçрĕ. Тĕл пулу вăхăтĕнче районти вĕренÿ аталанăвĕнчи чи çивĕч ыйтусене хускатрĕç. Ун хыççăн Владимир Николаевич Шĕмшешри вăтам шкула çитсе курчĕ. Унти вĕренÿ процессĕпе паллашрĕ, классене пăхса çаврăнчĕ, педагогика коллективĕпе тĕл пулчĕ. Калаçу вăхăтĕнче пухăннисем ял тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн çĕнĕ шкул тăвасси чи çивĕч ыйту пулнине палăртрĕç. Вĕрентекенсемпе вĕренекенсем, вĕсен ашшĕ-амăшĕсем çитес вăхăтра Шĕмшешре те çĕнĕ вĕренÿ çурчĕ хута каяс ĕмĕтпе пурăнаççĕ. Шĕмшешри вăтам шкул çурчĕ кивĕ, паянхи вĕренÿ ыйтăвĕсене туллин тивĕçтереймест. Спортзал та, акт залĕ те çук, апатланмалли столовăй уйрăм çуртра вырнаçнă. Çавăн пекех асăннă ял тăрăхĕн территорийĕнче шкул çулне çитменнисене вăхăта усăллă та интереслĕ ирттерме ача сачĕ те çук.

Хыççăн вĕренÿ министрĕ Элĕкри пĕрремĕш номерлĕ «Çăлкуç» ача садне çитсе курчĕ. Ача сачĕ тĕрлĕ çулсенче çĕкленĕ, пĕр-пĕрне ăшă коридор сыпăнтарса тăракан икĕ çуртран тăрать. 140 вырăнлă пĕрремĕш çурт 1974 çултанпа ĕçлет, 90 вырăнлă иккĕмĕш çурта 1985 çулта хута янă. Паянхи куна кунта тĕрлĕ çулсенчи 238 ача 10 ушкăнра пĕлÿ илет. Ача сачĕн икĕ çуртĕнче те капиталлă юсав ĕçĕсем ирттермелле. Чи малтан виçĕ çултан иртнисене вырăнпа тивĕçтерме тăрăшнăран пĕр ясли ушкăнĕ çеç йĕркеленĕ. Çавăнпа та чи пĕчĕккисене валли вырăн çитменни çивĕч ыйтусенчен пĕри. Çулталăк çурăран иртнĕ 97 ача садика кайма черетре тăрать.

Владимир Иванов министр Элĕкри вăтам шкула та çитсе курчĕ. Кунта Элĕкпе Вăрнар районĕсенчи 47 ялтан 643 вĕренекен çÿрет. Классенче вăтамран 20,7 ача вĕренет. Вĕренÿ учрежденинче эрнере пилĕк кун пĕлÿ илеççĕ. 2012 çулта асăннă шкулта хут журналсене пăрахăçланă.

Вăтам шкулта Владимир Иванов вĕренÿ процессĕпе паллашрĕ, учительсен коллективĕпе тĕл пулчĕ, ыйтусем çине хуравларĕ. С.Куликова министерствăн Тав хучĕпе чысларĕ.



06 февраля 2014
08:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter