Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри промышленноç комплекс предприятийĕсен ертӳçисемпе тĕл пулнă

 Нарăс уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри промышленноç комплекс предприятийĕсен ертӳçисемпе тĕл пулнă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн ум сăмахĕнче кунашкал тĕл пулусем йĕркелесе ирттересси йăлара пулнине палăртнă. Калаçу вăхăтĕнче сӳтсе явнă самантсем малашнехи пурнăçра самай пулăшу кӳнине асăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ пĕлтĕрхи çул промышленноç комплексĕнче тимлекенсемшĕн пысăк çитĕнӳллĕ çулталăках пулманнине каланă. Промышленноç производствин калăпăшăн индексĕ чакни, çав тери хăрушă пулăмах маррине палăртнă. Пур-пĕрех Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăш пайĕ 7,4 процент чухлĕ 2012 çулхипе танлаштарсан ӳсни паллă, республикăн харпăр хăй тупăшĕ 9,2 процент чухлĕ пысăкланнă. «Эпир, пĕтĕмпех Чăваш Республикинче пурăнакан çынсем умĕнче илнĕ хамăр яваплăха туллин пурнăçланă, патшалăх парăмне каялла тавăрас ĕçе те кирлĕ пек шайра пĕтĕмпех тултарнă»,- палăртнă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Хамăр ума лартнă тĕллевсене пĕтĕмпех пурнăçлама предприятисенче çителĕклĕ таранах кадрсем пуррине каланă. Паянхи куна, республикăра электротехникăлла кластерсене вăя кĕртсе проектсем пурнăçа кĕреççĕ тата ытти çĕнĕлле шухăшсем  те пĕтĕмпех пурнăçа кĕрсе пывраççĕ. 2013 çулта  31 коммерцилле организаци, вăл шутра 27 промышленноç комплексĕнче тимлекенсем тата 4 организаци строительство косплексĕнче тăрăшакансем хăйсен таварсен калăпăшĕн тупăш пайне  миллиардран та ӳстерни савăнтарать. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ «Миллиардсен клубĕнче» тăракансен хисепĕ кăçалхи çул тата та анлăланассине нимĕн иккеленмесĕрех уйрăммăн палăртса хăварнă, Правительство яланах  стратегиллĕ партнерсемпе тачă çыхăну тытса ĕçлеме хатĕр пулнине асăннă. Чăваш Ен экономика министрĕ Владимир Аврелькин Чăваш Республикинчи промышленноç комплексĕнче тимлекенсен çулталăкри ĕç кăтартăвĕсем çинчен тĕплĕн чарăннă, 2014 çул валли лартнă тĕллевсемпе паллаштарнă. Кăçалхи çула йышăннă энерго тата ăшăпа тивĕçтерессин тариф кăтартăвĕсемпе ятарлă ĕçлекен Патшалăх службин Чăваш Енри уйрĕмĕн ертӳçи Альбина Егорова тĕплĕн паллаштарнă. Предприятисен ертӳçисем хăйсен малашнехи тĕллевĕсем çинчен каласа кăтартнă, проектсен эффективлăхĕ çинчен чарăнса тăнă. Канашлура Чăваш Республикинче ĕçлĕ инвестици климачĕ пысăк хисепре пулнине палăртнă. Вĕсене кăсăклантаракан ыйтусене яланах çийĕнчех татса панине асăннă. Тĕл пулăва пĕтĕмлетнĕ май, республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пухăннисене пурне те хăйсене шанса панă ĕçре тӳрĕ кăмăлпа ĕçлесе пынăшăн тав сăмахĕ каланă. Сăмаха май, пуçтарăннисем умĕнче, Чăваш Ен Пуçлăхĕ, Шупашкарта çĕртме уйăхĕнче спорт енĕпе пысăк форум ирттерме палăртни пирки хыпара пĕлтернĕ.  Форума йĕркелесе ирттернĕ май, пенсионерсем хушшинче пĕрремĕш пĕтĕм Раççей шайĕнче Спартакиада пуласси пирки каланă. Пурне те çак асăннă мероприятисене хатĕрленсе тăван тавралăха тата та лайăхрах илемлетессипе çине тăрса ĕçлеме кирлине палăртнă. Пирĕн республикăна тĕрлĕ енчен сумлă хăнасем килсе çитĕç, çавна май та хамăр енчен мĕн кирлине пĕтĕмпех ĕçсене йĕркелесе çитерме уççăммăн чĕнсе хăварнă Пуçлăх. «Эпĕ, сирĕн çине яланах шанатăп. Пурсăмăр та пĕрне- пĕри ăнланса килĕшсе ĕçлесе пырасси пирки нимĕн те иккеленмесĕрех калама пултаратăп. Пĕрлĕхре - пирĕн вăй», - тесе уйрăммăн палăртса каланă Михаил Игнатьев. Канашлу вăхăтĕнче промышленноç тытăмĕнче малта пыракансене наградăсемпе чысланă. Вĕсем:  «Чебоксарский электроаппаратный завод» АХП, «Экра» пĕрлешĕре ĕçлекенсем, «Завод «Электроприбор»  АУП,  «НПП Бреслер» тулли мар яваплăхлă пĕрлешӳ, «Строймаш» АХП, «ВНИИР-Прогресс» АУП, «Чебоксарское производственное объединение имени В.И. Чапаева» АУП, «Ядринская швейная фабрика» АУП, «АБС ЗЭиМ Автоматизация»  АУП, «Научно-производственный комплекс «ЭЛАРА» имени Г.А. Ильенко» АУП тăрăшса ĕçлекенсем. Тĕплĕнрех



06 февраля 2014
09:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter