Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Наука сферин ӗҫченӗсене саламлани

Наука сферин хисеплӗ ӗҫченӗсем!

 Сире професси уявӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Чӑваш Енӗн ӑс-хакӑлпа инноваци вӑй-хӑвачӗ самаях пысӑк, унпа усӑ курма хальхи вӑхӑтра лайӑх майсем йӗркеленеҫҫӗ.

Республикӑри аслӑ шкулсем ҫумӗнче студентсен 50 ытла ӑcлӑ­лӑх кру­жокӗ ӗҫлет. Ҫамрӑксене наука тата тӗпчев ӗҫне явӑҫтарас тӗл­левпе ҫул­серен 200 ытла тӗрлӗ ӑслӑлӑх мероприятийӗ пулса иртет, талантлӑ яш­-кӗ­рӗме ҫамрӑксен республика премийӗсене, Раҫҫей Фе­де­ра­ци­йӗн Прези­ден­чӗн Пре­мийӗсене, пултарулӑхри ӑнтӑлушӑн Чӑ­ваш Рес­­пуб­ликин Пуҫлӑ­хӗн сти­пендийӗсене парса хавхалан­та­расси ырӑ йӑлана кӗнӗ.

Ҫынна инвестици хывасси патшалӑх политикин приоритетлӑ ҫул-йӗрӗ шутланать. Ҫамрӑк кадрсене предприятисенче ӗҫлеме юлма та­та вӗсене про­фес­­си енӗ­пе малалла ӳсме пулӑшакан тивӗҫлӗ фондсем йӗркеленеҫҫӗ, хальхи йыш­ши тӗпчев оборудованийӗпе пуянлатнӑ вӗ­ре­нӳ-ӑслӑлӑх-произ­водство лабораторийӗсем ӗҫе кӗреҫҫӗ.

Пирӗн ӑсчахсен новаторла идейисем тата пысӑк открытийӗсем Чӑваш Енӗн социаллӑ пурнӑҫпа экономикине малалла кал-кал ата­лантармалли, рес­­публикӑри халӑх пурнӑҫӗн пахалӑхне лайӑхлат­мал­ли никӗс пуласса шанса тӑ­ратӑп.

Ӑслӑлӑх пӗрлӗхне кӗрекен кашни ҫыннах ҫирӗп сывлӑх, пулта­рулӑх шыравӗнче ӑнӑҫусем, ҫӗнӗ открытисем, телей тата ырлӑх су­натӑп!               

  

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                     М. Игнатьев.

 



07 февраля 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter