Канаш районĕ: пурнǎç çулне утса тухасси - уй урлǎ утса каçасси мар

Çак кунсенче Ольга Петровнǎн сумлǎ юбилей – 70 çул тултарчĕ.  Мĕн тери пархатарлǎ пурнǎç пурǎннǎ иккен Ольга Петровна.

  Ендерова Ольга Петровна 1944-мĕш çулхи нарǎс уйǎхĕн 5-мĕшĕнче, Шупашкар районне кĕрекен Малтикас ялĕнче çуралнǎ. Ашшĕне, Петĕре, милиционер пулса ĕçленĕ пирки, вǎрçа час илмен, тылра йĕрке тумалла пулнǎ. Каярах пĕрех чǎтса тǎрайман вǎл, хǎй ирĕкĕпе   фронта тухса кайнǎ, 1942 çулта вǎрçǎ хирĕнче фашистсемпе çапǎçса паттǎрла пуçне хунǎ. Нина аппан аллинче икĕ пĕчĕк ача: кĕçĕнни Ольга, Юля вунǎ çулта. Питĕ йывǎр çулсем,  ачасене çитермелле, тумлантармалла. Нина аппа Çĕнĕ Шелттем ялне чǎпта  çапма куçса килет, çемье çак ялтах пурǎнма  юлать.  Ольга шкулта вĕренме тытǎнать. Юля вара шкула вĕренме те каяймасть, вǎл амǎшне чǎпта çапма пулǎшать. Вулама, çырма, шутлама Юля пĕтĕмпех кильте, Ольгапа пĕрле вĕренет.   Çитĕнсе çитсен Юля аппǎшĕ Канашри сĕтел-пукан тǎвакан фабрикǎра мĕн тивĕçлĕ канǎва тухичченех тǎрǎшать. Мǎшǎрĕпе çемье çавǎрса ача-пǎча  ÿстернĕ. 

  Ольга Кивĕ Шелттемри 7 класслǎ шкултан вĕренсе тухнǎ хыççǎн пĕр вǎхǎт Ял Советĕнче техничка пулса ĕçленĕ. Паспорт тутарнǎ хыççǎн ял çамрǎкĕсемпе пĕрле чугун çул çине ĕçлеме тухса кайнǎ, Джезгаскан хулине. Тǎрǎшуллǎ  та ĕçчен хĕре тÿрех асǎрханǎ кунта, бригадǎна ертсе пыма суйланǎ. Унǎн бригади яланах малтисен ретĕнче пынǎ, ÿсĕм хыççǎн ÿсĕм тунǎ. Ěçре хастар та  пултарǎллǎскере  «Социализмла Ěç Çĕнтерÿçи» паллǎпа  чысланǎ. Яштака, илемлĕ, сǎпай, ĕçчен хĕре нумай яш каччǎ куçланǎ та, анчах та Ольга пĕр хǎй савнине çеç кĕтнĕ.  Вǎл – Герман Ендеров, Маяк ялĕнчи яш ача,  çав вǎхǎтра Совет Çар ретĕнче, Германи Çĕр-шывĕнче хĕсметре тǎнǎ. Хĕсмет хыççǎн унǎн пулас мǎшǎрĕ тÿрех Джезгаскана вĕçтерсе çитет. Герман   кунта  ĕçченлĕхĕпе, маттур спортсмен пулнипе палǎрать: велосипедпа, йĕлтĕрпе чупассипе тата кĕрешессипе яланах малтисен ретĕнче пынǎ вǎл.  Нумай хутчен  Хисеп хучĕсемпе парнесене тивĕçнĕ.   1963-мĕш çулта раштав уйǎхĕнче çамрǎксем çемье çавǎраççĕ.  Çемье хутшǎнасса пĕлсен мǎшǎр 1964-мĕш çулта Маяк ялне куçса килет. Майĕпен кил-çурт çавǎраççĕ Ендеровсем,  выльǎх-чĕрлĕх йышланать. Ачасем пĕрин хыççǎн тепри çут-тĕнчене килеççĕ. Асли Саша,  ун хыççǎн Галина, Надежда, Людмила, кĕççĕнни Ирина. Чǎваш хĕрарǎмĕ çапла-çке вǎл, ачине çуратнǎ-çуратман вучах умне тǎрать, кĕпе-йĕм çума вакка васкать. Пĕр кун та кану çук унǎн. Ачасене çитермелле, тǎхǎнтартмалла, вĕрентмелле, пурнǎç çулĕ çине кǎлармалла.  Пĕрремĕш ачине çуратсанах Ольга Петровна Маякри вǎрман-хуçалǎх пунктĕнче станок çинче вǎй хурать, 1968-мĕш çулччен. 1969-мĕш çултан пуçласа мĕн тивĕçлĕ канǎва тухичченех Маякри çǎкǎр пĕçерекен пекарньǎра тǎрǎшать.

17 çул пĕрле пурǎннǎ хыççǎн, 1980-мĕш çулта мǎшǎрĕ  Герман  Архипович вǎхǎтсǎр çĕре кĕрет. Тунсǎха,   хуйха сирес тесе Ольга Петровна икĕ  ĕçре – колхозра та çǎкǎр  пĕçернĕ çĕрте те  ĕçлет. Чǎнахах та, килте хуйхǎрса ларни мĕн усси,  хĕвна ху чирлетсе яни çеç,  ĕçре вара чун уçǎлать, кǎмǎл  çĕкленет.  Яланах ĕçленĕ,  канма та пĕлмен. «Ěç маншǎн савǎнǎç çеç», - тенĕ вǎл.

  Ольга Петровна обществǎлла ĕçсенчен те нихǎçан та пǎрǎнман, халǎх шанса панǎ ĕçсене тивĕçлипе пурнǎçланǎ, нумай хутчен ял тата район Совечĕн депутачĕ,  халǎх заседатĕлĕ пулма суйланǎ  ǎна.

Ěçне кура хисепĕ. Нумай çул хушши вǎй парса, тǎрǎшса ĕçленĕшĕн правительство Ольга Петровнǎна «Лучший пекарь по Чувашии» тата «Отличник потребкооперации» паллǎсем парса чысланǎ. Унǎн сǎнÿкерчĕкĕ нумай çул хушши  Шупашкарти Потребкоопераци умĕнчи Хисеп хǎми çинче тǎнǎ. Ольга Петровна «Ěç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ.

  Хисеплĕ Ольга Петровна! Сире 70 çулхи сумлǎ юбилей ячĕпе ǎшшǎн саламлатпǎр! Чǎваш сурпанĕ пек вǎрǎм ĕмĕр, пĕр тумхахсǎр такǎр çул тата ларса канма пĕлмен чĕкеç кайǎк пек ĕçченлĕх сунатпǎр! Ырлǎх та сывлǎх, телей пултǎр сире!



07 февраля 2014
09:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter