Шупашкар районӗ: «Чĕвĕлти чĕкеç – чĕлхе пĕлни пурне те кирлĕ» вăйă конкурс

Математикăпа халăхсем хушшинче ирттерекен „КЕНГУРУ” тата вырăс чĕлхипе „Вырăс упа çури – чĕлхе пĕлни пурне те кирлĕ” Раççейри шкул ачисем хушшинче чăннипех те юратакан, паллă, сумлă вăйă конкурссем пулса тăчĕç.

«Хĕрарăмсем наукăра тата вĕрентÿре» Регионсем хушшинчи обществăлла организацин Чăваш регион уйрăмĕ (ЧРО МОО ЖНО), И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ тата Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви чăваш чĕлхипе Раççейри «Чĕвĕлти чĕкеç – чĕлхе пĕлни пурне те кирлĕ» вăйă конкурс йĕркелерĕ.

Чĕлхе пĕлĕвĕ чылай шкул ачишĕн кичем те тунсăх йĕрке пек туйăнать. Конкурсăн тĕп тĕллевĕ – вĕренекенсен чылай йышне чăваш чĕлхипе интереслентересси, „кичем те йывăр” ăслăлăх умĕнхи йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентесси, ачасене чĕлхе ăслăлăхĕн илемне, чĕлхе техĕмне туйса илме хăнăхтарасси. Вăйă конкурс шкулсенче иртет, вĕрентекене нимĕнле йывăрлăх та кÿмест, ыйтусемпе ĕçсем пĕтĕмĕшле кăсăклă, вĕсене „ăслă” ачасем çеç мар, чылай шкул ачи шĕкĕлчеме пултарать.

Чĕвĕлти чĕкеç -2014” вăйă конкурс паян, нарăсăн 6-мĕшĕнче иртрĕ. Ку вăййа Шупашкар районĕнчи 2-11 классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Ĕçе пурнăçлама 1 сехет те 15 минут уйăрнă. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем кашни класпа уйрăммăн пулаççĕ. Ака уйăхĕнче, бланксене тĕрĕсленĕ хыççăн, кашни вăййа хутшăнакан шкул пĕтĕмлетĕвĕсемпе тата вĕренекенсен Раççей шайĕнче хăйсен ушкăнĕнчи вырăнĕсене палăртнин протоколĕсене илеççĕ, вăййа хутшăнакан кашни вĕренекен тивĕçлĕ сертификат илет.

Ытти çулхи конкурссемпе танлаштарсан кăçал мĕн пур парне фондне вăййа хутшăнакан кашни ача валли сувенирсем илнĕ çĕре усă кураççĕ (ку вăл е логотиплă ручка, е тата ытти пулма пултарать). Çавăнпа та çĕнтерÿçĕн тата тĕрлĕ шайра мала тухнисен çакна пĕлме тивĕç: çĕнтернĕшĕн вĕсене диплом çеç параççĕ. Раççей шайĕнче хăйсен ушкăнĕнче 100 ытла балл пухнисенчен чи маттуррисене палăртма куçăнлă тура Шупашкара чĕнсе илеççĕ.



07 февраля 2014
09:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter