Мал­та пул­ма май­сем çи­те­лĕк­лĕ

ЧР Пуç­лă­хĕ Ми­хаил Иг­натьев ерт­се пы­ни­пе фев­ра­лĕн 4-­мĕ­шĕн­че Чă­ваш патшалăх драма теат­рĕн­че Шу­паш­кар ра­йо­нĕн 2013 çул­ти со­циал­лă э­ко­но­ми­ка ата­ла­нă­вĕн ла­ру-­тă­рăв­не пĕ­тĕм­лет­рĕç. Çа­вăн пе­кех 2014 çул­та пур­нăç­ла­мал­ли тĕп çул-­йĕ­ре па­лăрт­рĕç. Ка­наш­лă­ва ЧР Ми­нистр­сен Ка­би­не­чĕн Пред­се­да­те­лĕ Иван Мо­то­рин, ЧР эко­но­ми­ка, про­мыш­лен­ноç та­та су­ту-и­лÿ ата­ла­нă­вĕн ми­нист­рĕ В­ла­ди­мир Ав­рель­кин, ЧР ача пра­ви­сен енĕ­пе упол­но­мо­чен­нă­йĕ Вя­чес­лав Ра­фи­нов хут­шăн­чĕç. Вĕ­сем тĕр­лĕ ый­ту сÿт­се яв­рĕç: ну­май ачал­лă çемье­се­не çĕр уйăр­са па­рас проект­се­не пур­нă­çа кĕр­тес­си, му­ни­ци­пал­лă пур­лă­ха ре­гист­ра­ци­лес­си, граж­дан­се­не ава­рил­лĕ çурт-­йĕр­тен ку­çа­рас­си, аг­роп­ро­мыш­лен­ноç комп­лек­сĕн ата­ла­нă­вĕ та­та ыт­ти те.

Çĕнĕ ушкăнсем уçăлнă

Театр фойин­че ра­йон­та мал­та пы­ра­кан предп­рия­ти­сен про­дук­ци­йĕ­сен де­гус­та­ци-­ку­рав­не йĕр­ке­ле­нĕч­чĕ. Ми­хаил Ва­силье­вич кун­ти çи­мĕç­пе пал­лаш­рĕ, ор­га­ни­за­ци предс­та­ви­те­лĕ­сем­пе сă­мах хуш­рĕ.

Канашлура Чă­ваш Ен Пуç­лă­хĕ ра­йон­ти чи ла­йăх ĕç­ле­кен­се­не чысласа салам­ла­рĕ. Ун­сăр пуç­не ра­йо­нăн со­циал­лă эко­но­ми­ка ата­ла­нăв­не пĕл­те­рĕш­лĕ ви­тĕм кÿ­нĕ­шĕн та­та об­щест­вăл­ла пур­нăç­ра хас­тар пул­нă­шăн ял тă­рă­хĕ­сен­чи ста­рос­тă­се­не (Çĕньял, Са­ра­па­кас­си, Иш­лей, Чă­рăш­кас­си, Лап­сар та­та Çĕньял-Пок­ровс­ки) па­лăрт­рĕç.

Ка­наш­лă­ва хут­шă­на­кан­сен умĕн­че тĕп док­лад­па Шу­паш­кар ра­йад­ми­нист­ра­ци пуç­лă­хĕ Геор­гий Его­ров тух­са ка­лаç­рĕ. Вăл 2013 çул­хи пĕ­тĕм­ле­тÿ­пе пал­лаш­тар­чĕ, ма­лаш­не­хи ата­ла­ну çул-­йĕ­рĕ çин­че ча­рăн­са тă­чĕ. «Ра­йон­ти пĕр­леш­тер­нĕ бюд­жет мил­лиар­да çит­нĕ пу­лăм – пĕр­ре­мĕш хут. 2013 çул­та ту­пăш ту­са ил­нĕ ви­çе – 1210 млн тен­кĕ (99,6%), тă­как ви­çи – 1199 млн тен­кĕ (96,1%)», – терĕ Георгий Иванович.

Ял ху­çа­лăх та­вар­не ту­са кă­ла­ра­кан­се­не тĕш ты­рă ту­са ил­нĕ чух­не­хи тă­ка­ка саплаштарма пĕлтĕр районта пуçласа 5 млн тен­кĕ субсиди уйăрнă. 2013 çулта ял ху­çа­лăх­не пат­ша­лăх пу­лă­шу кÿ­нĕ пĕ­тĕ­мĕш­ле ви­çе 380 млн тен­кĕ­пе (2012 çул­хи­пе тан­лаш­тар­сан 31% ÿс­нĕ) тан­лаш­нă.

Геор­гий Его­ров па­лăрт­нă тă­рăх, «Çам­рăк çемье­се­н çурт-­йĕр ус­ло­ви­йĕ­се­не ла­йăх­ла­тас­си» ЧР Пре­зи­ден­чĕн Указ­не пур­нă­çа кĕрт­се Шу­паш­кар ра­йо­нĕн­че пĕл­тĕр 16 çам­рăк çемьен çурт-­йĕр ус­ло­ви­не ла­йăх­лат­нă, ава­рил­лĕ пу­рăн­мал­ли вы­рăн­тан 35 çын­на ку­çар­ма 14 хват­тер туян­нă, аш­шĕ-а­мăш хÿт­ти­сĕр юл­ни­сем вал­ли 5 çурт хă­парт­нă. Ра­йад­ми­нист­ра­ци пуç­лă­хĕ 2014 çул­та спор­та ата­лан­тар­ма ра­йон бюд­же­тĕн­чен 5 млн тен­кĕ уйăр­ни­не (2 ху­та яхăн ÿс­тер­нĕ) те асăн­чĕ.

Ра­йон­та ача са­чĕ­сен­чи че­ре­те ча­ка­рас ый­тăва татса параççĕ. «Ш­ку­ла кай­ман­ни­сен йы­шĕ вă­там­ран – 30%. Че­рет­ре 1689 ача (1,5-3 çул­ти­сем –1109, 3-5 çул­ти­сем – 102). Çак çит­мен­лĕ­хе ачасем вал­ли çĕ­нĕ уш­кăн­сем уç­са пĕ­тер­ме па­лăрт­нăч­чĕ. Çап­ла май­па 2013 çул­та 370 вы­рăн ху­шăн­нă. Шку­ла кай­ман­ни­сем вал­ли 15 уш­кăн (­рай­бюд­жет­ран уйăр­нă ук­çа­па – 6) уç­нă. 2014 çул­та икĕ уш­кăн уç­ма па­лăрт­нă – Тренк­кас­си ялĕн­че (50 вы­рăнлă) та­та Мă­нал са­лин­че (25 вы­рăнлă). Çа­вăн пе­кех Кÿ­кеç­ре ту­ма пуç­ла­нă ача сад­не ху­та ямал­ла. Паян­хи ку­на хăй ти­вĕ­çĕ­се­не пур­нăç­ла­ман ТСК «Пар­нас­па» конт­рак­та пă­ра­хăç­ла­нă...» – ăн­лан­тар­чĕ Геор­гий Ива­но­вич.

Ра­йад­ми­нист­ра­ци пуç­лă­хĕ 2013 çул­та фев­раль уйă­хĕн­чен пуç­ла­са «Пат­ша­лăх та­та му­ни­ци­пал­лă пу­лă­шу­па ти­вĕç­те­ре­кен ну­май функ­цил­лĕ центр» пат­ша­лăх (31) та­та му­ни­ци­пал­лă (37 тĕр­лĕ) пу­лă­шу­сем­пе ти­вĕç­тер­ме пуç­ла­ни­не аса ил­тер­чĕ. Ки­лес çул Паç­пак ялĕн­че ФАП хă­парт­ма тĕл­лев ларт­ни­не пĕл­тер­чĕ.

А­ча са­чĕ­сем хыç­çăн – черет клуб­се­не

Ка­наш­лă­ва зал­ри хă­на­сем те хут­шăн­чĕç. Мал­та­нах Çÿл­ти­кас­син­чи храм нас­тоя­те­лĕ   Шу­паш­кар ра­йон ад­ми­нист­ра­ци пуç­лăх­не ырă ĕçĕ­сем­шĕн тав ту­рĕ: çÿп-­çа­па вă­хăт­ра та­сат­нă­шăн, юр хÿ­се ларт­нă çул­се­не вă­хăт­ра уç­нă­шăн.

А­тай­кас­си ял тă­рă­хĕн­чен ый­ту па­ра­кан пул­чĕ: «Са­дик та, клуб та çук­ки ка­нăç па­масть. Çĕр çул каял­ла­хи­се­мех. Çĕ­нĕ клу­ба хă­çан та пул­сан ку­ра­йă­пăр-­ши?» Геор­гий Его­ров Атайкасси ял тăрăх пуçлăхне 4 ушкăнлăх ача сачĕ валли, Кÿкеç ял тăрăх пуçлăхне вара – кăçал уçма палăртнă 240 вырăнлă шкул умĕнхи учрежденисĕр пуçне – тата тепĕр проектсем хатĕрлеме хушу пани пирки каларĕ.

А­паш ял тă­рă­хĕн­чи де­пу­тат та пă­шăр­ха­нăв­не пы­тар­ма­рĕ: «Паç­пак ялĕн­че 10 çул каял­ла клуб пул­нă, ха­лĕ – çук. ФАП­се­не ху­та янă йыш­ши прог­рам­мă­па е ыт­ти май­па клу­ба та­вăр­ма май кил­мест-­ши?» Геор­гий Ива­но­вич çулталăк хуш­шин­че пур çурт-­йĕ­ре те ту­ма çук­ки­не ăн­лан­тар­чĕ: «Ра­йон бюд­же­тĕн­че клу­ба ху­та яма халь­лĕ­хе ук­çа çук, çа­вăн­па фе­де­ра­ци та­та рес­пуб­ли­ка пу­лăш­ма­сăр май пул­мĕ. Çак­на та ка­ла­мал­ла: Куль­ту­ра çул­та­лă­кĕн­че ст­рои­тельт­во енĕ­пе çеç ĕç­ле­мел­ле мар, ха­мăр тав­ра­ри куль­ту­рă­на тим­ле­мел­ле: ки­рев­сĕр сă­мах­сем­пе усă ку­рас­си­не пĕ­тер­мел­ле…» Ка­ла­ни çум­не Ми­хаил Иг­натьев çак­на хуш­рĕ: «Мал­та­нах ача са­чĕ­се­не ту­са пĕ­тер­мел­ле, кай­ран тин клуб­сем пат­не куç­мал­ла. Клуб уч­реж­де­ни­йĕ мĕн­ле ĕç­ле­ме пул­тар­ни­не те шу­та ил­мел­ле... Ха­лĕ ну­ма­йă­шĕ çур­ма пу­шă ла­раç­çĕ. Ăшăт­са тă­ма, ĕç­ле­кен­се­не тÿ­ле­ме ук­çа са­хал мар кир­лĕ».

Шу­паш­кар ра­йо­нĕн­чи шкул ди­рек­то­рĕ пул­та­рул­лă çам­рăк­сем­пе учи­тель­се­не кă­çал пре­ми­пе хав­ха­лан­та­рас­си çин­чен пĕ­лес­шĕн пул­чĕ. Геор­гий Ива­но­вич ку ый­тă­ва пăх­са тух­ма шан­тар­чĕ, пре­ми вара тĕр­лĕ шай­ра пу­лĕ: Раç­çей, рес­пуб­ли­ка та­та ра­йон.

«А­тай­кас­си, Лап­сар тă­рă­хĕ­сен­чи тав­ра çу­ла тă­вас ĕç еп­ле пы­рать-­ши?» – кă­сăк­лан­чĕç тĕл пу­лу­ра. Геор­гий Его­ров ый­тă­ва çап­ла ху­рав­ла­рĕ: «Пур­те пĕ­лет­пĕр: ку – фе­де­рал­лă трас­са. Ап­ла пул­сан ла­ру-­тă­ру ра­йон­тан çеç кил­мест, хальлĕхе та­тăк­лă йы­шă­ну ту­ман». Ми­хаил Иг­натьев па­лăрт­са çап­ла ка­ла­рĕ: «Пĕл­те­рĕш­лĕ пу­лăм­се­не ни­кам та ра­йон çын­ни­сем­пе ка­наш­ла­ма­сăр тат­са па­масть. Тĕр­лĕ спе­циа­лист­сен, экс­перт­сен шу­хă­шĕ­се­не те шу­та илĕç пал­лах. Кун­не чуп­са ир­те­кен 35-40 пин ма­ши­на вал­ли пи­рĕн çул уç­са па­мал­ла-ç­ке».

А­нат Ма­каç­ри ста­рос­та ача­се­не шкул ав­то­бу­сĕ­пе турт­тар­ма пуç­лас ый­тă­ва хус­кат­рĕ. Геор­гий Его­ров ху­ра­вĕ çап­ла пул­чĕ: «Çул-­йĕ­ре ре­монт ту­ма та­та пăх­са тă­ма 2013 çул­та 35 мил­лио­на яхăн ук­çа уйăр­нă, 2014 çул­та тĕл­лев­ле­нĕ хак – 49 млн тен­кĕ. Юр­ту­кас­си­пе Анат Ма­каç­ри шкул ав­то­бу­сĕ çав­рăн­са тух­мал­ли пло­щад­ка ту­ма па­лăрт­нă. Сă­мах па­ни­не пур­нă­çа кĕр­тет­пĕ­рех».

«Пи­рĕн ял çу­мĕн­че çÿп-­çап ку­па­лан­са выр­тать… Те­пĕр пă­тăр­мах та хум­хан­та­рать. Вĕ­ре­не­кен­сем 3 ки­ло­метр­ти шку­ла çу­ра­нах çÿ­реç­çĕ. Шкул ав­то­бу­сĕ­пе турт­тар­ма май çук-и?» – ый­ту па­чĕ Ил­пеш­ри ста­рос­та. Геор­гий Его­ров хы­тă каяш­сен по­ли­гон­не ху­та яр­сан çÿп-­çап вы­рăн­не ре­куль­ти­ва­ци­лес ĕç пуç­лан­мал­ли­не аса ил­тер­чĕ. Шкул ав­то­бус­не çÿ­рет­тер­ме çук­ки­не ва­ра çул-­йĕр кăл­тă­кĕ­сем­пе çы­хăн­тар­чĕ. Ап­ла пу­лин те Вят­ка ен­не кая­кан çулăн эс­киз проект­не ха­тĕр­ле­ни­не пĕл­тер­чĕ.

Ту­тар­кас­си ял тă­рă­хĕн­чи шкул­та ĕç­ле­кен­тен çап­ла ый­ту пул­чĕ: «Э­пĕ 1968 çул­тан­пах çа­кăн­та пу­рă­на­тăп. Каш­ни хĕл­ле пĕр çит­мен­лĕх пă­шăр­хан­та­рать: хват­тер­сен­че си­вĕ, ăшă 14-15 ­градусран хă­пар­масть. Ко­тель­нăй кивел­нĕ. Клуб­сăр пу­рăн­ма пу­лать-­ха, ан­чах си­вĕ ыт­ла ап­тă­ра­тать. Хă­çан тат­са па­раç­çĕ çак ый­тă­ва?» «Ком­му­нал­лă çурт-­йĕр ху­çа­лăх çит­мен­лĕ­хĕ­се­не пĕ­тер­ме 2013 çул­та 13 млн тен­кĕ уйăр­нă пул­сан, çак тытăма модернизацилеме  2014 çул­та 35 млн тен­кĕ уйăр­ма па­лăрт­нă. Ун­сăр пуç­не блок­лă-­мо­дуль­лĕ ко­тель­нăй­сем Ту­тар­кас­син­чи шкул­та та­та «Зо­луш­ка» ача са­дĕн­че ху­та ка­йĕç», – те­рĕ Геор­гий Его­ров.

Иш­лей­ри мо­дуль­лĕ ко­тель­нăя ĕçлеттерме пуçлас­си çин­чен те сă­мах пу­çар­чĕç. Кивел­нĕ, юхăн­нă… Ла­ру-­тă­ру «Уют» уп­ра­вляю­щи ком­па­ни ти­вĕ­çĕ­се­не кир­лĕ пек пур­нăç­ла­ман­ни­пе çы­хăн­ни­не па­лăрт­рĕç. Зал­ра ла­ра­кан­сен­чен па­нă те­пĕр ый­ту Ту­тар­кас­син­че ко­тель­нăй кивел­ни (1983 çул­хиех) пă­шăр­хан­тар­ни­пе çы­хăн­нăч­чĕ. Ми­хаил Ва­силье­вич çи­рĕп­лет­сех ка­ла­рĕ: «Паян­хи кун çын­сен хват­тер­сен­че шăн­мал­ла мар. Ку çит­мен­лĕ­хе тат­са па­мал­лах, ун­сă­рăн вла­çа шан­ми пу­лĕç».

И­ван Мо­то­рин док­ла­дĕн­чи тĕп шу­хăш та çак­на уçăм­лат­рĕ: «Паян­хи кун ăшă­па ти­вĕç­те­ре­кен ху­çа­лă­ха мо­дер­ни­за­ци­лес­си­пе ĕç пы­рать. Ра­йон ата­ла­ну енĕ­пе ли­дер пул­мал­ла, мĕн­шĕн те­сен çак­на вал­ли май­сем пур…»

Чылай ый­тă­ва тат­са па­рас­си ра­йон çын­ни­сем хăй­сем çи­не тă­нин­чен те ну­май ки­лет.

«2014 çул­та, Куль­ту­ра çул­та­лă­кĕн­че, пи­рĕн тă­ван ха­лă­хă­мă­рăн чун та­са­лă­хĕ, чыс­па тÿ­рĕ кă­мăл­лăх пир­ки аса ил­мел­ле, çак кивел­ми ăс-­ха­кăл­лă­ха уп­ра­са хă­ва­рас­си­шĕн тă­рăш­мал­ла. Çам­рăк­сен пат­риот­ла вос­пи­та­ни­йĕ çин­чен те шу­хăш­ла­мал­ла. Çа­кă пĕ­тĕм­пех Шу­паш­кар ра­йо­нĕн, пĕ­тĕм рес­пуб­ли­кăн ăнăç­лă ата­ла­нă­вĕн ни­кĕ­сĕн­че пул­мал­ла», – те­рĕ Ми­хаил Иг­натьев тĕл пу­лă­ва пĕ­тĕм­лет­нĕ май.



07 февраля 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter