Çулталăкри ĕçсене пĕтĕмлетрĕç, малашлăх планĕсене палăртрĕç

Социаллă сферăпа экономика аталанăвĕн çулталăкри пĕтĕмлетĕвĕсене тăвасси республикăри пур муниципалитетсемшĕн яваплă мероприяти шутланать. Чăваш Республикинчи хăшпĕр районсем (çав шутра Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕ те) хăйсен аталанăвĕн çулталăкри çулне-йĕрне тишкерсе тухрĕç ĕнтĕ, малашлăх планĕсене те палăртрĕç. Иртнĕ юнкун Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕ – ялхуçалăх министрĕ Сергей Павлов пирĕн района шăпах асăннă тĕллевпе килнĕ. Унпа пĕрле Чăваш Енĕн культура, национальнăçсен тата архив ĕçĕсен министрĕ Вадим Ефимов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Олимп чемпионки, пирĕн ентеш Елена Николаева, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Сувар» суту-илÿ предприятин тĕп директорĕ Александр Никаноров килсе çитрĕç. Вĕсене район пуçлăхĕ В. Морозов тата район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене туса пыракан В. Григорьев объектсем тăрăх илсе çÿрерĕç. Чи малтанах Шупашкар хăнисем Шуршăл ялĕнче вырнаçнă «Агрофирма «ИПСО» ОООна çитсе курчĕç. Кунта вĕсем «Смак-Агро» ООО çинче никĕсленнĕ органикăллă каяшсенчен биогаз кăларма тытăнакан эксперимент лаптăкĕпе паллашрĕç. Çак инновациллĕ ĕç çинчен общество ертÿçи А. Яруткин каласа кăтартрĕ.

«Промкомплект» ОООра вара хăнасене Н. Гурьянова тĕп инженер кунти стандартлă мар оборудованисем шăратса кăларакан предприятин ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Хими, нефть тупассипе, металлурги, ăшă тата атом электростанцийĕсем, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, апат-çимĕç промышленноçĕсем валли тăвакан кăткăс оборудованисемпе интересленчĕç хăнасем.

Сĕнтĕрвăрри хулинче вĕсем районăн 2013 çулхи социаллă сферăпа экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсене тăвассипе çыхăннă канашлăва хутшăнчĕç. Иртнĕ çулăн пĕтĕмлетĕвĕсене тунă май район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене туса пыракан В. Григорьев хăйĕн докладĕнче район пурнăçĕнчи ырă улшăнусем çинче чылай чарăнса тăчĕ. Район бюджечĕ тупăш тĕлĕшĕнчен 384 млн. 151 пин тенкĕлĕх пурнăçланнă. Иртнĕ çулталăк кăтартăвĕсем тăрăх 2012 çулхипе танлаштарсан çулталăклăха планлакан кăтартăвĕсем тăрăх 106,8: танлашать. Районти вăтам ĕç укçи те малтанхи çулсенчен 17,6 : чухлĕ ÿснĕ, вăл 15549 тенкĕпе танлашнă.

Пĕчĕк тата вăтам предпринимательсем те малалла аталаннă. 2013 çулта района çĕнĕ суту-илÿ, йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен организацисем уçăлнă май çĕнĕрен 29 ĕç вырăнĕ тунă. Хальхи вăхăтра ĕçсĕр çынсен шучĕ чакнă, пурĕ ĕçпе тивĕçтерекен Центрта 84 çын çех тăрать.

Районăн ялхуçалăх ĕçĕнче те çитĕнÿсем курăмлă. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе инвестици проекчĕпе килĕшÿллĕн районти ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресченпе фермер хуçалăхĕсенче сĕт суса илесси 51,7:, мăйракаллă шултра выльăх шучĕ 20: ÿснĕ. 2013 çулта 56 млн. 300 пин тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕ панă, ку 2012 çулхипе танлаштарсан 20: ытларах. Патшалăх пулăшăвĕпе çемье фермисене аталантарма М. Тагеевпа В. Ермолаев фермерсем усă курчĕç. Шуршăл ял хутлăхĕнчи çĕнĕ ĕçе пуçăнакан виçĕ фермер – П. Алексеев, В. Егоров, Н. Алексеева пĕтĕмĕшпе 3 млн.100 пин тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕ илнĕ. Çапах та ялхуçалăх отраслĕнче татса паман ыйтусем те пур. Вĕсен шутĕнче – халлĕхе усă курман çĕрсемпе усă курма тытăнасси те Владимир Иванович çак ыйту çинче чарăннă май ялхуçалăх организацийĕсен ертÿçисенчен ку тĕлĕшпе пур яваплăхпа ыйтасси пирки каларĕ. Пусă çаврăнăшне кĕртмелли усă курман çĕр лаптăкĕ районĕпе 2125 гектар шутланать.

Ял ĕçченĕсен хальхи ыйтăвĕсем – обществăлла выльăх-чĕрлĕхе лайăх хĕл каçарса, çуракине вăхăтра та паха хатĕрленесси.

Çавăн пекех В. Григорьев пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, сывлăх сыхлавĕн, вĕрентÿ, культурăпа спорт, туризм, обществăлла йĕркелĕх темисем çинче те чарăнса тăчĕ. Çĕнĕ çуртсем çĕклесси тата вĕсене хута ярасси кирлĕ шайрах пулса пырать районта. Ку енĕпе плана 102,3: чухлĕ пурнăçланă. Республикăри тĕрлĕрен программăсемпе 32 çемье (пурĕ 22 млн. 33 тенкĕлĕх) хăйсен пурнăç условисене лайăхлатнă. Хальхи вăхăтра Аксарин ял хутлăхĕнчи Нишер, Щамал, Туçи, Мертень ялĕсене «кăвак çулăм» çитерме пăрăхсем хурса тухнă. Атăлçи тата Хуракасси шкулĕсене те индивидуаллă майпа ăшăтаççĕ.

Çак енсемпе кăна мар ырă улшăнусем пулса иртрĕç 2013 çулта. Романовсен император Çурчĕн 400-мĕш çулне паллă тунă май, Сĕнтĕрвăрри хулинче Мария Александровна императрицăн кăшăллă палăкне вырнаçтарни тата çĕнĕ «Бизнес-Центр «Автотур» уçни питĕ пысăк парнесем пулчĕç район çыннисемшĕн. Тирпей-илем кĕртессипе те нумай ĕçсем туса ирттернĕ районта. Сĕнтĕрвăрри хула хутлăхĕ, акă, иртнĕ çул «Чăваш Республикинчи чи лайăх та тирпейлĕ хула хутлăхĕ» ята тивĕçнĕ.

Хăйĕн сăмахне вĕçленĕ май район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Владимир Иванович район активне тухăçлă ĕçленĕшĕн тав турĕ, малашне тата та хастартарах пулма чĕнчĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ С. Павлов районăн социаллă сферăпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе кăмăллине палăртрĕ. Çавăн пекех вăл, «Çитменлĕхсем те çук мар, вĕсене пĕтерме, района татах та малалла аталантарма çĕнĕ варкăш, хĕлхем те пур. Вĕсен шутĕнче туризм отраслĕ, усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси, инвесторсене ĕçе активлăрах хутшăнтарасси. Канашлура çавăн пекех Чăваш Республикин культура, национальноçсен тата архив ĕçĕн министрĕ В. Ефимов, Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн депутачĕ А. Никаноров, 11-мĕш номерлĕ професси училищин директорĕ Н. Николаев тата ыттисем те тухса калаçрĕç. Залра ларакансем ыйтусем те пачĕç район тата республика шайĕнчи яваплă çынсене. Тивĕçлĕ те ăнланмалла хуравсем пулчĕç вĕсем çине.

Канашлу вăхăтĕнче чи савăнăçлă самант – ялхуçалăхра ырми-канми тăрăшнă ĕçченсене чыслани пулчĕ. С. Павлов министр Раççей Федерацийĕн Ялхуçалăх министерствин Тав çырăвне агропромышленноç системинче нумай çул вăй хунă, выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцин пуçлăхне Вера Леонтьевна Уланковăна пачĕ. «Шурă чулсем» физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен Центрăн директорĕн çумĕ Татьяна Валериановна Головина Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп хутне, кунта ĕçлекен водитель Геннадий Николаевич Самоваров тата кунти инженер-механик Николай Вениаминович Сарбаев Тав хучĕсене тивĕçрĕç.

Çавăн пекех Сергей Владимирович Галина Алексеевна Михайловăна иккĕмĕш ача çуралнипе çыхăннă амăш капиталĕн сертификатне, Зоя Николаевна Курышевăна, Роза Михайловна Быковăна, Владимир Григорьевич Пахомова вара «,ç ветеранĕ» удостоверенисем пачĕ.

Ялхуçалăх ĕçĕнчи çитĕнÿсемшĕн Александр Евгеньевич Белов фермер район администрацийĕн Хисеп хутне тивĕçрĕ.

Çак кун Культура çуртĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕсене те чысларĕç.Кăçал пирĕн районти 20 çамрăк (вĕсем хушшинче шкулта вĕренекенсем те, тĕрлĕ çĕрте вăй хуракансем те) пултарулăхпа ăнтăлушăн çак пысăк хисепе тивĕçнĕ.

Канашлăва пухăннисем районти культура вучахĕнче ятарласа хатĕрленĕ выставкăпа та паллашма пултарчĕç. 11-мĕш номерлĕ училищĕре вĕренекен алĕç ăстисем хăваран авса тунă илемлĕх, интерьер япалисене курса савăнчĕç, Мĕшĕл ялĕнче пурăнакан Даниловсен сайра тĕл пулакан килти кайăкĕсемпе тĕлĕнчĕç, Октябрьски райповĕн Сĕнтĕрвăрринчи çăкăр комбиначĕн тутлă апат-çимĕçĕпе сăйланма пултарчĕç.



08 февраля 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter