Етĕрне районĕ: пĕчĕк ачасем амăшĕсене халалланă сăвă-юрă та, Уйкас клуб-библиотека çумĕнчи художество пултаруллăх ушкăнĕн юррисем те çынсен кăмăлне çĕклерĕç

Мартăн 9-мĕшĕнче Уйкасри клуб-библиотекăра пысăк уяв концерчĕ пулчĕ.

Уява Кăкшăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕ К.Н.Михайлов уçрĕ.Вăл хĕрарăмсене уяв ячĕпе саламларĕ,  вырăнти çынсене интереслентерекен  ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ.

Концерт программи тĕрлĕ енлĕ пулчĕ. Унта пĕчĕк ачасем амăшĕсене халалланă сăвă-юрă та, Уйкас клуб-библиотека çумĕнчи художество пултаруллăх ушкăнĕн юррисем те çынсен кăмăлне  çĕклерĕç.

Чи пĕлтерĕшли - концерт программине хăнасем – Кăкшăмри культура çурчĕ çумĕнчи «Салам» ушкăн тата Пăчанар, Кăкшăм ялĕсенчи çамрăк пенсионерсен художество пултаруллăх ушкăнĕ нумай енлĕ те интереслĕ юрăсемпе пуянлатрĕ. Баянпа ăста юрлаттараканни Кăкшăмри культура çурчĕн художество пултаруллăх ертÿçи Александр Шаров пулчĕ. Концерта Кăкшăмри культура çурчĕн заведующийĕ Елена Шарова ăста ертсе пычĕ.

Пухăннă çынсем кану кунне интереслĕ те хавхалануллă ирттернипе питĕ кăмăллă юлчĕç.

 



11 марта 2014
11:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter