Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Наркоконтроль органӗсен ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Наркоконтроль органӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсем!

Сире професси уявӗ ячӗпе саламлатӑп!

Эсир наркотик хатӗрӗсен саккунсӑр ҫаврӑнӑшне хирӗҫ пыракан кӗре­шӳ­ре малти ретре тӑратӑр.

Тӗнчере кашни ҫулах наркотиксен ҫӗнӗ тӗсӗсем вӑй илеҫҫӗ, вӗсем сала­­накан анлӑх та пысӑкланса пырать, халӑх хушшинче наркотиксемпе усӑ куракансен йышӗ ӳсет. Сирӗн ӗҫри ӑсталӑхӑрпа яваплӑхӑр, тивӗҫе парӑнни та­та принциплӑ пулни обществӑна ҫав социаллӑ синкертен хӳтӗлеме пу­лӑ­шаҫҫӗ.

Наркотик хатӗрӗсемпе усӑ курса тунипе тата вӗсене сарассипе ҫыхӑннӑ преступленисене асӑрхаттарасси, ҫав киревсӗр йӑла уйрӑмах ҫул ҫитмен ҫам­­рӑксем хушшинче вӑй илесрен сыхланасси патшалӑх политикин тӗп ҫул-йӗ­рӗсенчен пӗри шутланать. Пирӗн пӗрлехи вӑйпа, чӑн малтанах, халӑх наркотик хатӗрӗсене сивлесе йышӑнассине йӑлана кӗртмелле, ҫам­рӑк­сене спорт­па туслаштарма тӑрӑшмалла тата сывӑ пурнӑҫ йӗркине про­паган­дӑ­ламалла.

Федерацин наркотиксен ҫаврӑнӑшне тӗрӗслесе тӑракан службин Чӑ­ваш Республикинчи управленине туса хунӑранпа иртнӗ 11 ҫул хушшинче эсир   ком­­петентлӑ, пысӑк ӑсталӑхлӑ та ӗҫчен, яваплӑ специалистсем пулнине, ӗҫре пухнӑ пуян опытӑрпа пӗлсе усӑ курнине  витӗмлӗн ҫирӗплетсе патӑр.

Сирӗн тухӑҫлӑ ӗҫӗре пула Чӑваш Енри наркотиксемпе ҫыхӑннӑ лару-тӑ­ру чылай ҫул хушши ҫирӗп тата тӗрӗслесе тӑракан шайра шутланать.

Нарконтроль ӗҫченӗсене тата ветеранӗсене общество ырлӑхӗшӗн хӑй­сене шеллемесӗр тӑвакан ӗҫӗшӗн чунтан тав тӑватӑп.

Сире ҫирӗп сывлӑх, мӗн пур лайӑххине, телей тата ырлӑх сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                   М. Игнатьев.

 



11 марта 2014
07:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter