Шупашкар хули никĕсленнĕренпе 550 çул тата Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине уявлассин йĕркелӳ комитечĕн кулленхи ларăвне Михаил Игнатьев хутшăннă

Пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Шупашкар хули никĕсленнĕренпе 550 çул тата Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине уявласси çинчен» калакан Указа пурнăçа кĕртсе пырас тĕллевпе Мускавра ирттернĕ йĕркелӳ комитечĕн кулленхи ларăвне хутшăннă. Канашлăва уçнă май, Раççей Федерацийĕн культура министрĕн çумĕ Алла Манилова, асăннă ĕç хучĕпе килĕшӳллĕн хатĕрленӳ тапхăрĕ аванах кирлĕ пек пурнăçланса пынине каланă. Чăваш Енĕн этнокультурин инвестици проекчĕ пысăк хака тивĕçнĕ. Сăмаха май, ларура Чăваш Енре сывлăха упрас тата сывă пурнăç йĕркине аталантарса пырас ĕçсем те йĕркеллĕ пулса пынине асăнса хăварнă. Республика Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче, Раççей Президенчĕ В.В.Путин 2012 çулта утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче алă пуснă Указ  «Шупашкар хули никĕсленнĕренпе 550 çул тата Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине уявласси» Чăваш Енре пурăнакансемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă, Раççей халăхĕсене пĕрлештерсе тăракан вăй пулнине асăннă. «Раççей Федераци регионĕсем хушшинче Чăваш Ен тĕлĕнмелле пуян историллĕ, сĕм авалтанах упранса юлнă йăла йĕркеллĕ республика. Раççей историне Чăваш Ен çирĕп кĕрсе юлнă, паянхи кун та тачă çыхăну тытса пурăнать», - тенĕ Михаил Игнатьев. Пухăннисене Чăваш Ен Пуçлăхĕ республикăра Культура çулталăкне халалласа ирттерекен пысăк уява чĕнсе хăварнă. Палăртнă мероприятие Чăваш Енре кăçал çĕртме уйăхĕнче йĕркелесе ирттерме палăртнă. Пысăк уява Атăлçи федераллă округран пур регионсем те пуçтарăнĕç, «Раççей çăл куçĕсем» халăх пултарулăх фестивальне палăртнă. Ларура çавăн пекех Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов та калаçнă. Харăсах икĕ уява ирттернĕ май, республикăра тавралăха тирпей-илем кӳрессипе пысăк ĕçсем йĕркелесе пынине палăртнă. 2013 çулта историпе культура еткерне упраса хăварас, вĕсемпе усă курас тĕллевлĕ мероприятисен, юсав, реставраци ĕçĕсен, капиталлă строительство объекчĕсен реконструкцийĕн пуçламăшĕ валли çеç укçа уйăрнине палăртнă. Çак тĕллевсемпе мĕн пур çăл куçран 363,8 млн тенкĕ уйăрма палăртнă. Чăннипе вара çулталăк кăтартăвĕсем тăрăх мĕн пур çăл куçран уйăрнă 454,5 млн тенкĕпе /планăн 124,9%/ усă курнă. Çав шутра федераци бюджечĕн укçи - 27,7 млн /66,3%/, республикăн пĕрлештернĕ бюджечĕн - 294,7 млн /2,7 хут нумайрах/, бюджет тулашĕнчи çăл куçсенчен - 132,1 млн тенкĕ /61,4%/. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство йышăнăвĕпе Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен паллă кунĕсене федераци шайĕнче уявлама укçа уйăрмалли виçене палăртмалли методикăна çирĕплетнĕ. Анчах паянхи кун тĕлне ку енĕпе уçăмлăх çук. М.Игнатьев палăртнă тăрăх - Правительствăра иртнĕ ĕçлĕ тĕл пулусем, çав шутра Дмитрий Козак вице-премьерпа курнăçни уяв мероприятийĕсене ирттерме федераци бюжетĕнче укçа-тенке тĕллевлĕ субсидисен шучĕпе уйрăм йĕркепе пăхса хăвармаллине çирĕплетеççĕ. Паянхи кун тĕлне Раççей Регионсен аталанăвĕн министерстви уяв мероприятийĕсем валли федераци бюджетĕнчен РФ субъекчĕсене субсиди шучĕпе укçа памалли методикăна кĕртмелли улшăнусене хатĕрленĕ, вĕсене РФ Правительствине тишкерме панă. Йĕркелÿ комитечĕн членĕсем Чăваш Республикин бюджет заявкисене ырламашкăн йышăннă. Регионсен аталанăвĕн, Культура, Спорт, Сывлăх сыхлавĕн, Вĕренÿ министерствисен, Росавтодорăн Раççей Финминĕпе пĕрле 2015 çулта тата 2016, 2017 çулсенчи планпа пăхнă тапхăрта федераци бюджетĕнчен капиталлă строительство объекчĕсем валли пĕрле укçа уйăрассине тивĕçтермелле. Сăмах Шупашкар хулин тата Чăваш автономийĕн юбилейĕсене уявлассипе çыхăннă тĕп мероприятисен планĕсене кĕнĕ объектсем пирки пырать.

Тĕплĕнрех



11 марта 2014
17:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter