Чăваш Енпе Крым хушшинче суту-илӳ килĕшĕвĕн ыйтăвĕсене сӳтсе явнă

Пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Севастопольскийĕнчи чăваш наци культурин обществин официаллă делегацийĕпе тĕл пулнă. Ĕçлĕ калаçăва  Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хутшăннă.  Ĕçлĕ тĕл пулу самантĕнче пуласлăхра Чăваш Енпе Автономиллĕ Крым Республикипе тачă çыхăнса килĕшсе ĕçлемелли çинчен сӳтсе явнă. Тĕпрен илсен Крымра Чăваш Республикин суту-илӳ представительствине уçасси пирки ыйтăва пăхса тухнă. Севастопольре «Шупашкар» Суту-илӳ çуртне хута ярасси пирки пӳпленĕ. Сăмаха май, вĕсем те пирĕн Чăваш Енре  «Крым утравĕ»  предприяти уçасси пирки калаçу хускатнă. Геополитика лару-тăрăвĕ улшăннине кура, Шупашкарпа Севастополь хушшинче килĕшсе ĕçлемелли ĕç хутне çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ. Аса илтерсе хăваратпăр, Чăваш Енре пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче, 2014 çулта пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче  йĕркелесе ирттерме палăртнă референдума витĕм кӳрес тесе митинг иртĕ.



12 марта 2014
14:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter