Михаил Игнатьев: «Канупа илĕртӳ çурчĕсенче çын ăс-тăнне анратакан япаласене сутаççĕ пулсан, вĕсен хуçисене общесвăлла политика енчен пусахлама тăрăшмалла»

Пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Наркотика хирĕç кĕрешекен комиссийĕн черетлĕ ларăвне йĕркелесе ертсе пынă. Ларăва хутшăнисем çул çитмен çамрăксем хушшинче наркотикпа алхасассинчен, сирсе ямалли эффективлă ĕçсем йĕркелесе ирттермелли мерăсем çинчен сӳтсе явнă, алхасакансене çийĕнчех тупса палăртас ыйту та çивĕч тăнă. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви пĕлтернĕ тăрăх, 2013 çул ĕç кăтартăвĕсем тăрăх, наркологи службинче пурĕ 413 çула çитмен çамрăка шута илнĕ. Асăннă ушкăнри çамрăксем психикăна аптратакан япаласемпе усă курни пăшăрхантарать. (2012 çулхипе танлаштарсан вĕсен хисепĕ 15 процент чухлĕ ытларах тупса палăртнă).  Ытларах наркăмăшпа алхасакансене, 15-17 çулсенчи яш-кĕрĕме, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр хулисенече тупса шута илнĕ. Этемĕн психикине аптратакан япаласене тупса палăртасси – çынсене тест тăрăх кăларни  самай пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакнашкал ĕçсене,  Чăваш Енри вĕренӳ заведенийĕсенче ачисем хушшинче 2011 çултанах йĕркелесе ирттерме тытăннă. Асăннă тапхăрта пурĕ 13500 студентпа шкул ачисене тĕрĕслев витĕр кăларнă. Кирлĕ пулсан, çамрăксене, хăшĕ-пĕрисене уйрăммăн ятарласа тĕрĕслев витĕр кăларнă, консультацисем те панă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ çамрăксемпе ытларах ĕçлеме кирлине асăннă, енчен те вĕсем, хăшĕсем çакнашкал ĕçсенчен хăйсен ирĕкĕпе ютшăнаççĕ пулсан, шăпах та вĕсене тепĕр тесен, уйрăммăн ытларах тĕрĕслесе пăхсах тăмаллине палăртса хăварнă. «Лару-тăру аванлансах пымасть. Çĕнĕрен те çĕнĕ наркăмăшсем вăй илсе пыраççĕ. Эпир, чĕнсе асăрхаттарса хăварни çеç çителĕксĕр. Пирĕн пурсăмăрăн та, хар тăрса тĕрлĕ кану çурчĕсен ертӳçисене çирĕппĕн асăрхаттармалла, ăнланмаççĕ пулсан ытти тĕрлĕ рессурсемпе те усă курмалла», - тесе çирĕппĕн палăртнă Михаил Игнатьев. Чăваш Енри сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенче наркăмăшланнă çынсене, енчен те вĕсем тата руль умĕнче ларнă пулсан, вĕсене çийĕнчех тĕрĕслесе тупса палăртмалли тĕрĕ эффективлă хатĕрсе çителĕклĕ таранах вырнаçтарнине асăннă.  Паян медицина,  пур çынна та, енчен те наркотикпа алхасать пулсан,  тупса палăртма пур май та пур. 2013 çулта Чăваш Енре наркотикпа алхасакансене 7 пин çынна медицина тупса çирĕплетнĕ. Кăтарту 2012 çулхипе танлаштарсан 19,5 процент чухлĕ ытларах. Пурĕ 3308 химипе токсикологи, наркотикпа усă курнипе курманнине 1631 хутчен тĕрĕслев ĕçĕсем йĕркелесе ирттернĕ. Респуболикăри наркологи диспансерĕнче хими токсикологи лабораторийĕ пур, кунта пĕтĕмпех хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан медицина хатĕрĕсене вырнаçтарнă. Паянхи ларăва хутшăннисем асăннă лабораторийе кирĕ пек туллин ĕçлеттермеллине палăртнă. Ларăвăн ĕçне пĕтĕмлетнĕ май, пĕтĕмĕшле калас пулсан, Чăваш Енре çав-çавах лару-тăру япăхах пулманнине палăртнă пухăннисем. Пур çавăн пек хăш-пĕр муниципалитетсем, вĕсенче те наркăмăша явăçассине çийĕнчех сирсе яма майсем тупни куç кĕретех. Тĕплĕнрех



13 марта 2014
15:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter