Тăвай районĕ: вут-кăвартан кăна мар, шыв-шуртан та сыхланмалла

Райадминистраци пуçлăхĕ В.Ванерке ертсе пынă ĕнерхи планеркăра район пурнăçĕнчи тĕрлĕ ыйтусене сỹтсе явнă. Владимир Алексеевич иртнĕ эрнери ĕçсене пĕтĕмлетнĕ май Хĕле ăсатнин уявне хастар хутшăннă пур организацие те тав тунă, уяв ăнăçлă иртнине палăртнă. Надзор ĕçĕсен уйрăмĕн начальникĕ В.Михайлов иртнĕ эрнере район территорийĕнче вут-кăвар инкекĕсем пулманни, çавах та ку енĕпе республикăри лару-тăру кăткăс пулни çинчен пĕлтернĕ. Кăçалхи 2 уйăхра кăна республикăра 106 хутчен пушар тухнă, вĕсенче 33 çын пурнăçĕ татăлнă (çав шутран пирĕн районта _ 4 пушар (пурте пурăнмалли секторта), 1 çын çунса вилнĕ). Район администрацийĕн пуçлăхĕ вут-кăвар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсене куллен тимлĕхре тытмалли, профилактика ĕçне туса пымалли çинчен аса илтернĕ, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене ĕçкĕпе иртĕхекен çемьесенче, пĕччен пурăнакан ватăсем патĕнче тăтăшрах пулма сĕннĕ. Планеркăра полици уйрăмĕн начальникĕ В.Обаськин тата районăн тĕп врачĕ Н.Бурдасова харпăр хăй ертсе пыракан участоксенчи лару-тăрупа паллаштарнă. Паян райадминистрацин кĕçĕн залĕнче çĕнĕ çĕрсене уçма хутшăннисен "çавра сĕтел" хушшинче тĕл пулăвĕ иртет, ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке хутшăнать. Мартăн 14-мĕшĕнче Тăвайри культурăпа кану центрĕнче "Тăвай пики - 2014" конкурс пулать. Планеркăра çавăн пекех урамсене çутăпа тивĕçтерес, шыв-шуртан сыхланас, нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕпе тивĕçтерме хатĕрленес тата ытти ыйтусене пăхса тухнă.

Г.ЕГОРОВА.



13 марта 2014
10:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter