Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕнче ĕçлекенсем «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх марафонне хутшăнса 105 пин ытла укçа куçарса панă

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕнче ĕçлекенсем çулсерен ирттерекен «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх марафонне активлă хутшăнаççĕ.  Нарăс уйăхĕнчен пуçласа пуш уйăхĕ таран кăçал марафонăн фондне 105 пин те 600 тенкĕ куçарса панă.

Аса илтеретпĕр, «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх марафонĕ Чăваш Енре кăрлач уйăхĕн 31-мĕшĕнче вун саккăрмĕш хут старт илчĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев марафона официаллă майпа уçнă пулăмра,  çамрăк ентешĕмĕрсен йывăр шăпине çăмăллатма май тупмашкăн чĕнсе каланă. Уйрăмах, кăçалхи çул Культура çулталăкĕ пулнă май, Марафонăн пухмачне ытти çулхисемпе танлаштарсан, Чăваш Енре пурăнакансем ытларах укçа-тенкĕ куçарассине эпир шансах тăратпăр.



13 марта 2014
15:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter