Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Экономикăна модернизацилес тата технологие аталантарас енĕпе ĕçлекен Канашĕн ларăвне ирттернĕ йĕркелесе ирттернĕ

 Пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин экономикине модернизацилес тата технологие аталантарас енĕпе ĕçлекен Канашĕн ларăвне ирттернĕ.  Ял хуçалăх комплексне модернизацилес ĕçсем пирки Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов тĕплĕн чарăнса тăнă. Министр палăртнă тăрăх, республикăри хуçалăхсенче техника хатĕрĕсем самай ватăлнине асăннă. Вĕсемпе 10 çул ытла та хуçалăхсенче усă курнине палăртнă. Тепре чухне, техникăна юсав ĕçĕсем йĕркелесе ирттерме ытлашшипех тăкакланнине те каланă. Пухăннисем Чăваш Енри хуçалăхсене конкуренци енчен еплерех аталанса пымалли енĕпе пĕлтерĕшлĕ ыйтусем тăратнă. Патшалăх пулăшăвне çимтелĕклĕ парса тивĕçтерес пулсан, АПКри техникă ыйтăвĕсене татса пама май килнине асăннă. Хуçалăхсенче хатĕрсене пĕтĕмпех çĕнетес пулсан та йывăрлăхсенчен тухма аванрах пулĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ пухăннисен ыйтăвĕсемпе килĕшсе: «Паянхи рынок условийĕ кулленех улшăнсах тăрать. Пысăк технологиллĕ хатĕрсемпе усă курса ĕçлемесен, пахалăхлĕ ĕçе кăтартма хĕн», - тесе чĕнсе каланă. Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин 2014 çул кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ Федераллă саккун çинчен чарăнса тăнă. Чăваш Енри организацийĕсен Раççей Федерацийĕн бюджет тытăмĕнчи парăмсем çинчен Чăваш Енри Федераци налук службин Управленийĕн ертӳçи Ольга Никина тĕплĕн паллаштарнă. 2012.01.01 тĕлне организацийĕсен парăмĕ 23,1 млн. тенкĕне танлашнă, 2013.01.01 – 285,4 млн. тенкĕ, 2014.01.01 тĕлне 197,6 млн. тенкĕне çитсе ларнă. Чи пысăк парăмсем:  «Тракторные заводы» - 116 млн. тенкĕ, «СУОР» тулли мар общество пĕрлешĕвĕн тата  «СУОР» çуртсем тăвакан комбинатăн – 19,8 млн. тенкĕ, «Текстильмаш» АУП – 4,3 млн. тенкĕ, «Управляющая компания «Финансы» ООО – 1,7 млн. тенкĕ пуçтарăнса кайнă. Асăннă организацийĕсен ертӳçисем парăмсене çак кунсенчех парса татма шантарнă. Михаил Игнатьев налуксене вăхăтра парса татасси - ертӳçĕсен чи пирвайхи тивĕçĕ пулнине асăннă. Пухăннă канашлăвĕн членĕсем кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те тĕплĕн пăхса тухса тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă. Тĕплĕнрех



14 марта 2014
09:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter