Ачасем çут тĕнчене килеççĕ

Кăçалхи январь-март уйăхĕсенче пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан районта ачасем çураласси 26,8 процент чухлĕ ÿснĕ.

Пĕрремĕш кварталта район территорийĕнче 52 ача çут тĕнчене килнĕ: арçын ачасем - 27, хĕр ачасем - 25.

Ашшĕ-амăшĕсем çак ятсене ытларах кăмăллаççĕ: Антон, Сергей, Николай, Софья, Ульяна, Валерия. Сайра тĕл пулаканнисем: Аделина, Аделия, Янина, Кира. Виçĕ уйăхра 83 çын пурнăçран уйрăлнă: арçынсем - 45, хĕрарăмсем - 38.

Январь-март уйăхĕсенче 15 çемье чăмăртаннă, 5 çемье уйрăлнă. Пĕлтĕр виçĕ уйăхра 20 çемье пĕрлешме шут тытнă, 6 мăшăр хут уйăрттарнă. (Элĕк районĕ)

 



14 марта 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter